Спортпа пиçĕхсе ỹсекен Тикешри Е. Селиванов çуллахи каникул вăхăтĕнче те тренировкăсене сиктермест. Ялти уçă сывлăшпа киленсе чупать, велосипедпа ярăнать тата ытти те. "Пиçĕх-тернĕ ỹт-пĕве пĕр шайра тытса тăмаллах", - тет вăл.
Умма лартнă тĕллевĕсене пурнăçласа пыма хăнăхнăран çапла. Спорта чунĕпе парăннăскерсем пурте тенĕ пекех çирĕп характерлă. Егор та çавах. Çитĕнỹ тума вара çамрăк Именкассинчи пуçламăш классенче вĕреннĕ чухнех пикеннĕ. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкула çỹреме пуçласан унпа спортра тупăшакансем йышланнă. Çавах пуçне усман ача. Шкула вĕренме чылай чухне велосипедпа çỹрени те пиçĕхтернĕ ăна. Малашлăхĕ кунта тата та уçăлнă. Вĕреннĕ вăхăтрах Патăрьелĕнчи "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексне шыва кĕме çỹрени килĕшнĕ. Кунта вара Егора В. Платонов тренер-преподаватель сăнанă. Ачан пуласлăхне курса спорт шкулне тренировкăсене çỹреме сĕннĕ.
Вăхăчĕ унтанпа нумаях иртмен пулин те Егорăн портфолиовĕ хулăнлансах пынă. Районти, республикăри ăмăртусенче çамрăк çĕнтерỹçĕсен йышĕнче пулнă. Каярахра республика тулашне те тухса çỹренĕ. Ăмăртусенче тивĕçнĕ медалĕсене шутласа та кăлараймăн. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕреннĕ чухне "Зарницăра" "Чи лайăх командир" ята тивĕçнĕ. Командăпа республика чысне хỹтĕлесе Оренбурга та çитнĕ.
Халĕ Егор Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕнче вĕренет. Республикăри пĕрлештернĕ спорт команди йышĕнче тăрать вăл. Триатлонпа Ярославль хулинчи кросра пĕрремĕш, Киров облаçĕнче каллех пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Раççей кубокне те илнĕ каччă. Тепринче Раççей шайĕнчех триатлонпа виççĕмĕш вырăна тухнă. Спортăн çак енĕпе тупăшусене хĕлле те, çулла та хутшăнать. Пĕринче йĕлтĕрпе, тепринче çуран чупса ăмăртасси кĕрет-çке -ха.
Колледжсем хушшинче ăмăртса командăпа иккĕмĕш вырăн йышăнни те савăнтарать. Сентябрь уйăхĕнче вĕсен Рязане каймалла.
Шкул чысне çĕклессипе те тимлет. Пĕрле вĕреннĕ юлташĕсемпе Егор Мускаври "Победа" çарпа спорт вăййисене явăçнăччĕ.
Вĕренỹре ĕлкĕрсе пырать ентешĕмĕр. Математика вĕрентекенĕ ăна задачăсене "хĕвел çаврăнăш евĕр шĕкĕлчеме пултарать" тесе хаклать.
Мал ĕмĕтлĕ çамрăк. Спорта юратасси ашшĕнче те пур. Сергей Егорович йĕлтĕрпе чупассипе спорт мастерĕн кандидачĕ.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Ноябрь 2024 |