Именкассинче пурăнакан Петр Максимовичпа Валентина Алексеевна Маловсене таврари чылай çын паллать. Вĕсене виçĕм çул Раççей шайĕнчи "Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ" тата "Юратупа шанчăклăхшăн" орденсемпе чысланă.
Мăшăр тăватă ывăл çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Вĕсем пурте республикăри тĕрлĕ организацинче яваплă вырăнсенче тăрăшаççĕ. Çак кунсенче Петр Максимович 85 çул тултарчĕ. Апла пулсан та унăн ачаран пыракан пултарулăхĕ, ăсĕ тата тавракурăмĕ пĕрре те хавшамасть-ха. Çулталăк пуçламăшĕнче "Ман кун-çулăм - ман пуянлăх..." кĕнеки пичетленсе тухрĕ. Ăна районти тĕп вулавăшра пахаланăччĕ.
Çак кунсенче Петр Максимович аслă ывăлĕн - Николай Петровичăн - тин çеç кун çути курнă "Продуктивность сортов яровой пшеницы в зависимости от нормы высева на черноземе выщелоченном Юго-Восточной части Волго-Вятской зоны" ятлă кĕнекине парнелерĕ.
Кĕнекене виçĕ автор - Н. П. Малов, М. Г. Терентьева, Л. Г. Шашкарев- Раççей ял хуçалăх ФПБУ центрĕн Чăваш Енри филиалĕн специалисчĕсем пĕрле хатĕрлесе кăларнă. Унта тыррăн тĕрлĕ сортне тĕпчени пирки тĕплĕн çырса кăтартнă. Çак организацие 2012 çултанпа Николай Петрович ертсе пырать. Вăл Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче пĕлỹ пухнă: автоматика тата телемеханика специальноçне вĕреннĕ. Кайран офицерсен курсĕнче тата Мускаври потребкоопераци университетĕнче пĕлĕвне ỹстернĕ. Çар транспорт авиацийĕнче офицер должноçĕнче службăра тăнă, Афганистанри тата Анголăри çар операцийĕсене хутшăннă, ытти чылай çĕршывра, çав шутра Японинче, Индинче, Испанинче, Ливинче службăри командировкăра пулнă. Отставкăна тухсан Чăваш Ен Президенчĕн аппаратĕнче консультант, начальник çумĕ, Ĕçсен управленийĕн начальникĕн çумĕ, Президент Администрацийĕн ертỹçин çумĕ пулнă, ытти яваплă вырăнсенче вăй хунă. Ентешĕмĕр патшалăхăн чылай наградине тивĕçнĕ. Вăл Чăваш Республикин 1-мĕш класлă советникĕ, ял хуçалăх наукисен кандидачĕ.
Нумай çул хăйĕн пурнăçне çарпа çыхăнтарнăскер ял хуçалăх отраслĕнче те пысăк çитĕнỹсем тăвать. "Çĕр ĕçĕ маншăн ют мар, мĕн ачаранах ĕçлесе ỹс- нĕ. Анчах та çак ĕçе каярах юлса тытăннишĕн кăштах пăшăрханатăп çав",- тет ултă теçеткене хыçа хăварнă профессор, отставкăри офицер.
Н. МАЗЯКОВА, районти краеведсен пĕрлешĕвĕн секретарĕ
Ноябрь 2024 |