"ВĔРЕНТỸ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн регионта, çавăн пекех районта та "Ачаллă çемьесене пулăшасси" проект ĕçлет. Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулта ашшĕ-амăшĕ валли психологипе педагогика, методика пулăшăвĕсене йĕркелеççĕ тата консультаци параççĕ. Вĕренỹ çулĕ пуçланнăранпа çак çăмăллăхпа 8-ăн усă курнă. Кашнийĕнпе çул çитмен ачасене тивĕçлĕ воспитанипе тивĕçтересси пирки ăнлантарнă. Çавăн пекех урăх вырăнтан куçса килнĕ вĕренекенсене пĕлỹ çурчĕпе, тантăшĕсемпе çыхăну йĕркелемелли мелсем çинчен канашсем панă.
Ноябрь 2024 |