Юн паратăн, çыннăн пурнăçне çăлатăн

Категория: Публикации Опубликовано: 08.10.2019, 09:40 Просмотров: 372

ÇЫННĂН организмĕнче вăтамран 4,5-5,5 литр таран юн е вăл пирĕн виçен 7-8 проценчĕ. Анчах йывăр чирлесен е ытти пăтăрмахлă лару-тăрăва лексе ăна нумай çухатсан этем шăпи вилĕмпе пурнăç хушшинче тăрать. Кун пек чухне ют çыннăн юнне яни питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпах ĕнтĕ пулăшу пама Донор кунне йĕркелеççĕ. Нумай пулмасть вăл Первомайскинче пулнă. Ыр кăмăллăх акцине 25 донор хутшăннă, 11,25 литр юн пухăннă. Уйрăмах Первомайскинчи врач амбулаторийĕнче ĕçлекенсем, Нурăсра тата Первомайскинче пурăнакансем хастарлăх кăтартнă.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика