Районта пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх кунĕ иртнĕ, ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов ертсе пынă.
Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхĕн 1188 субъектне шута илнĕ, çакă пĕлтĕрхинчен кăшт пысăкрах. Бизнесра ĕçлекенсен 37 проценчĕ обществăлла апатланура тата суту-илỹре, ял хуçалăхĕнче -24, тирпейлекен производствăра - 14,4, строительствăра - 11,4, куçман пурлăхпа, арендăпа тата тивĕçтерỹпе ĕçлекенсем - 7,8, ытти отрасльте 5,4 процент вăй хураççĕ.
2018 çулта предпринимательлĕхри 64 субъект 96 млн тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвне илнĕ, çакă 2017 çултинчен 2 хут пысăкрах (45,6 млн тенкĕ). Çулталăк пуçланнăранпа 33 предпринимателе финанс енчен 109 млн тенкĕлĕх пулăшнă.
Бизнес ĕçне пуçăнакансене Патăрьелĕнчи бизнес-инкубаторта пỹлĕмсем виçĕ çуллăха арендăна çăмăллатнă условисемпе параççĕ.
Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх кунне Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн, промышленность тата суту-илỹ министерствин, республикăри бизнес-инкубаторăн "Предпринимательлĕхе пулăшакан центрăн", "Чăваш Республикинчи пĕчĕк тата вăтам бизнеса пулăшакан агенство" компанин представителĕсем тата ыттисем те хутшăннă.
Республикăри предпринимательсен прависене хỹтĕлекен уполомоченнăй А. Рыбаков бизнесра вăй хуракансене хỹтĕлекен саккун йĕркисемпе, "Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх тата предпринимательлĕхĕн уйрăм пуçарăвĕ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн паракан патшалăх пулăшăвĕсемпе туллин паллаштарнă.
Канашлăва хутшăнакансем Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх кунĕ тухăçлă иртнине, усăллă канашсемпе пуян пулнине палăртнă. Пурте пĕрле Шăнкăртамри "Баракат" кооператив ĕç-хĕлĕпе паллашнă.
О. БЕЛЬДЕКОВА
Ноябрь 2024 |