Октябрĕн 1-мĕшĕ. Çак кун 1609 çулта Польшăпа Литва çарĕсем Смоленск хулине тапăннă. Ку çапăçу темиçе çула тăсăлнă.
Октябрĕн 9-мĕшĕ. Çак кун 1760 çулта çичĕ çула пынă вăрçă вăхăтĕнче вырăс çарĕсем Берлина йышăннă. 1813 тата 1945 çулсенче мĕн пулассине малтанах пĕлсе тăнă пек, Шувалов граф ун чухне çапла каланă: "Берлинтан Петербурга тăсăлса çитме çук, Петербургран Берлина вара яланах çитме пулать".
Октябрĕн 14-мĕшĕ. Çак кун 1811 çулта вырăс çарĕсем Михаил Кутузов ертсе пынипе, Дунай урлă каçнă та Рущук патĕнче (халĕ вăл Болгарири Русе хули), кĕтмен-туман çĕртен пырса тапăнса, турккăсен 20 пинлĕ çарне çапса аркатнă. Вырăссен çав çапăçура пĕтĕмпе 9 салтак вилнĕ.
Октябрĕн 14-мĕшĕ. Çак кун 1943 çулта Собибор концлагерĕнче восстани пулнă. Концлагерьтен тарассине совет офицерĕ Александр Печерский йĕркеленĕ. Унăн паттăрла ĕçне халалласа халĕ "Собибор" фильм ỹкернĕ.
Октябрĕн 18-мĕшĕ. Çак кун 1813 çулта вырăс çарĕсем союзниксемпе пĕрле Лейпциг патĕнче, "Халăхсен çапăçăвĕнче" Наполеон çарĕсене çĕнтернĕ. Французсен çавăн чухне 80 пин çын таран тата пĕтĕм артиллери пĕтнĕ.
Октябрĕн 20-мĕшĕ. Çак кун 1827 çулта вырăс флочĕ хăйĕн союзникĕсемпе пĕрле Греци çыранĕсен хĕрринче иртнĕ çапăçура турккăсен флотне çапса аркатнă, вĕсен 60 карапне тĕп тунă. Вырăссен "Азов" ятлă эскадра флагманĕ кăна тăшманăн 5 карапне путарнă.
Ноябрь 2024 |