Педучилище кун-çулĕ - асăну экспозицийĕнче

Категория: Публикации Опубликовано: 14.10.2019, 10:19 Просмотров: 262

Вĕрентỹ ĕçченĕсемпе воспитательсен професси уявне паллă тунă май районта тепĕр асра юлмалли пулăм пулчĕ: Патăрьелĕнчи педагогика училищине 90 çул çитнĕрен "Юмах" ача садĕнче сумлă лару-тăрура асăну экспозицине уçрĕç. Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем, педучилище выпускникĕсем хутшăнчĕç.

- 90 çул сахал вăхăт мар. Истори страницисене çырăнса юлнă ырă пулăмсем нумаях. Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи хут пĕлменлĕхе пĕтерес ĕçе тивĕçлĕ тỹпе хывнă педагогика училищин выпускникĕсем. Чылайăшне çак стенд та çутатать. Чăннипех те суха пуçĕнчен пуçласа космоса çитрĕмĕр, ручка тытма хăнăхнăранпа компьютера алла илтĕмĕр, - терĕ Рудольф Васильевич.

Педучилище историйĕпе кĕскен Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, Раççей Федерацийĕн вĕрентỹ отличникĕ, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти "Берегиня" музей заведующийĕ Эвелина Карягина паллаштарчĕ.

"Юмах" ача сачĕн заведующийĕ Алена Горшкова шкул çулне çитмен ачасен вĕрентỹ организацийĕпе экскурси йĕркелерĕ. Шăпах çакăнта пулнă та ĕнтĕ хăй вăхăтĕнче педагогика училищи. Çуртăн истори пĕлтерĕшлĕ пайне паянхи кун та упраса хăварнă.

Мероприятие хутшăннисем выпускниксен сăн ỹкерчĕкĕсен альбомĕсемпе паллашрĕç, презентаци пăхрĕç.

1929 çулта педучилище уçма вĕрентỹ ĕçĕнче кадрсем çитменни хистенĕ. Кунта вара Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен çеç мар, Комсомольски, Шăмăршă, Елчĕк, ытти районсенчен те вĕренме çỹренĕ. Çавăн пекех Чĕмпĕр облаçĕпе Тутарстаншăн та кадрсем хатĕрлекен лаçă пулнă.

Педагогика училищи республикăри ытти вĕрентỹ организацийĕсен йышĕнче те çỹллĕ шайра тăнă. Çакна уяв мероприятине хутшăннисем те палăртрĕç.

Пурĕ 23 выпуск кăларнă. Алла 2060 çын вĕрентекен дипломне илнĕ. 1978 çул тĕлнех 50-шĕ ученăй ята тивĕçнĕ. 700-шне Совет Союзĕн орденĕсемпе медалĕсене панă. Вĕсен хушшинче паллă педагогсем, генералсем... пулнă. Çав йышра Чăваш халăх писателĕ Илпек Микулайĕ, Чăваш халăх поэчĕ Г. Айхи, паллă тутар поэчĕ К. Латыпов, П. Сидоров, Э. Феизов, А. Уськин, Г. Ахмеев ученăйсем тата ыттисем те. "РСФСР тава тивĕçлĕ учителĕ" ята Р. Калашникова, А. Карягин, М. Кудрявцева, Е. Молоствов, Н. Трофимов тивĕçнĕ. 100 ытла воспитанник "Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ учителĕ" хисеплĕ ята тивĕçнĕ.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче 800 ытла преподавательпе выпускник алла хĕç-пăшал тытнă. Вĕсенчен ытларахăшĕ унтан таврăнайман. Аса илмелли нумай. Хăнасем çавра сĕтел хушшинче шăпах çав самантсене куç умне кăларчĕç.

Ача садĕнче ĕçлекенсем, воспитанниксем пухăннисене хăйсен юрри-ташшипе савăнтарчĕç.

А. ИВАНОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика