УРАМРА кĕркунне хуçаланнă май ял тăрăхĕсенче субботниксем йĕркелеме пуçларĕç. Ял, организаци-предприяти территорийĕсене тасатнисĕр пуçне масарсене те тирпей-илем кĕртессипе ĕçлеççĕ. Çак кунсенче Пăлапуç Пашьелĕнче пурăнакансем те - ял тăрăх администрацийĕн, культура учрежденийĕн ĕçченĕсем, депутатсем, ял старости, Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулти волонтерсем, ял халăхĕ - тăванĕсем, çывăх çыннисем ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă вырăна тасатнă. Çу каçа ỹссе кайса сарăхнă курăка çулнă, хăрнă йывăçсемпе тĕмсене каснă.
Ноябрь 2024 |