ÇЫННА ĕçсĕр пурăнма питĕ йывăр. Кĕрĕк арки йăваласа ларнипе укçа-тенкĕ никам та памасть. Анчах пурнăç ялан пĕр йĕрпе çеç шумасть, çавна май вăй хумалли вырăнсăр тăрса юлма та пулать. Кун пеккисене ятарлă центр пулăшать. Çулталăк пуçланнăранпа районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра ĕç тупса пама ыйтса 977 çын пынă. Вăл 829-ĕн (84,8 процент) кăмăлне тивĕçтернĕ.
Предприятисемпе организацисем 873 ĕç вырăнĕ пуррине пĕлтернĕ, унтан 666 вакансийĕ рабочи профессийĕпе çыхăннă.
Ноябрь 2024 |