Ача-пăча сасси - ял илемĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 14.10.2019, 10:30 Просмотров: 358

ПАЯН ялти урамсенче, пĕр 20-30 çул каяллахипе танлаштарсан, ача-пăча сасси пит илтĕнмест. Унччен пĕр килте виçĕ пепкерен кая пулман пулсан халь вара пĕрре е иккĕ çеç. Амăшĕн капиталне, çĕр пама тата патшалăх ытти çăмăллăхсемпе тивĕçтерме пикенсен кăна çĕнĕ "кайăксем" ытларах вĕçсе килме пуçларĕç. Районта нумай ачаллă çемьесем паянхи куна 700е яхăн. Сентябрь уйăхĕнче çеç сакăр мăшăр патне аист виççĕмĕш хут вĕçсе килнĕ. Тăваттăмĕш тата пиллĕкмĕш пепкене пĕрер çемье алла илнĕ. Пĕтĕмĕшле вара кĕркуннен пуçламăш уйăхĕнче 12 арçын ачапа 18 хĕр ача кун çути курнă. Иртнĕ çул çак тапхăрта çуралнине ĕнентерекен документа 20ĕн çеç илнĕ.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика