Пурнăçра ĕмĕр пурăнса ĕмĕр вĕренни те çителĕксĕр-мĕн. Çавăн чухлех çынна, ял-йыша ырă тума пĕлни те кирлĕ. Вăл вара сăваплă та, сумлă та. Çакна эпĕ Шăнкăртамра ăнсăртран çеç Кэшаф Земдихановпа тĕл пулса калаçнă хыççăн тепĕр хут ĕнентĕм. Тăххăрмĕш теçеткене ваклакан аксакал тăван ялтан тухса кайни те тахçанах темелле. Патăрьелĕнчи педагогика училищинче, каярахпа аслă шкулта физикăпа математика учительне вĕреннĕ çамрăк специалист Хусанти авиаци институтĕнче пĕлĕвне малалла тăсать. Шăпа вара ăна çак пысăк хулапах, наука тĕнчипех çыхăнтарать. Вăл нумай вуланипе çеç çырлахмасть, ял илемне, уйрăм çынсен сăнарне пир татăкĕ çине ỹкерет. Унăн çемье архивĕнче 150 ытла ỹкерчĕк упранать-мĕн! Унсăр пуçне кивĕ çĕвĕ машинисене, баянсемпе аккордеонсене, тальянкăсене, авалхи телевизорсемпе приемниксене "чун кĕртет", вĕсене типтерлĕн пуçтарать.Паян унăн хваттерĕнче 15 тĕрлĕ çĕвĕ машини çеç упранать-мĕн! Çак тупрана (çаплах калас килет) çамрăксене кăтартас, ĕлĕкхи çынсен ĕç-хĕлне, культурине сăнлакан экспонатсене пурне те районта е ялта курăмлă çĕре вырнаçтарас тĕллевлĕ аксакал. Çемье "музейĕ" пуриншĕн те кăсăклă пулма тивĕç.
А. Николаева .
Ноябрь 2024 |