Юлашки вăхăтра районта выльăх-чĕрлĕх кỹпĕннĕ тĕслĕхсем нумайланчĕç.
Тимпани е мăн хырăмлăх чирĕ ăшă вăхăтра мăн хырăмлăх тата сетка сарăлнипе, йỹçекен газпа тулнипе çыхăннă. Инкек курас мар тесен кĕтĕве сывлăм ỹкнĕ, çумăр çунă хыççăн çамрăк курăк, клевер, люцерна çине кăларма юрамасть. Çавăн пекех кĕрхи калча çинче нумай çỹретни, купăста, чĕкĕнтĕр çулçисене, çулнă хыççăн нумай вăхăт выртнă курăка, лайăхмарланнă çĕр улмипе чĕкĕнтĕр пани те хырăмлăх ĕçне пăсать.
Чирленĕ выльăх канăçсăрланма пуçлать, апат çиме пăрахать, хỹрипе пĕр вĕçĕм суллать, хырăмĕ çине пăха-пăха илет, çурăмне курпунлатать, хушăран мĕкĕрет, выртать-тăрать, кайри урипе хырăмне тапать. Ỹт температури ỹсмест, çăварпа хăвăрт сывлама (пĕр минутра 60-80 хут) пуçлать, сурчăкĕ юхать, чĕлхине кăларать.
Мăн хырăмлăх тимпанинчен сыватас тесен выльăха пĕр килограмм чĕрĕ виçе пуçне 0,5 мл тимпанол (эмеле ĕçтериччен шывпа 1:10,1:15 пайпа хутăштармалла) памалла, иртсе каймасан тепĕр 20 минутран тата тепĕр хут ĕçтермелле. Пĕр литр шывра хутăштарнă 15-20 грамм ихтиол, 10-15 грамм формалин, çур литр шывра хутăштарнă 40-50 грамм кăмрăк (активированный уголь), 1-2 литр тип çу тата ытти те кỹпĕннинчен лайăх пулăшаççĕ. Чир иртсе каймасан выльăх хырăмне сулахай енчен троакарпа шăтарма тивет. Тимпанипе ан чирлеччĕр тесен кĕтĕве кăлариччен ĕнесемпе пăрусене утă, улăм е сенаж çитермелле.
И. БАГМАНОВ, выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцин ветеринари врачĕ.
Ноябрь 2024 |