Кашни ыйту пĕлтерĕшлĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 15.10.2019, 14:33 Просмотров: 326

Социаллă сетьсем пирĕн пурнăçа çирĕппĕн кĕрсе вырнаçрĕç. Паян социаллă сеть çынсемшĕн çĕнĕ паллашу, юлташсемпе хутшăнни е тупăш илни кăна мар. Социаллă сетьри кашни çынах хальхи вăхăтра "кăштах блогер" та.

Хальхи вăхăтра интернет-пĕрлешỹсем çынсене хăйсен гражданла активлăхне пурнăçлама май параççĕ. Çынсем хăйсене мĕн пăшăрхантарни пирки каласа параççĕ. Питĕ йывăр лару-тăрăва лекнĕ çын социаллă сетьсенче пулăшу ыйтнине те паян час-часах асăрхама пулать. Йывăр вăхăтра вĕсен хăйсен нуши пирки ыттисене каласа парас килнине, тепĕр чух вара хăйсем пек лару-тăрура пулнисен канашĕсене пĕлес килнине те ăнланмалла. Кашни çыннăн хăйĕн историйĕ.

Çавна май, социаллă сетьсенче пурте курмалла, илтмелле каласа кăтартакан çивĕч ыйтусем тимлĕхсĕр ан юлччăр тесе, Раççей регионĕсенче "Инцидент Менеджмент" система йĕркеленĕ. Вăл ĕçлеме пуçланă ĕнтĕ. Çак система тăватă тĕп социаллă сетьри ("ВКонтакте", "Instagram", "Facebook" тата "Twitter") хыпарсене тишкерет, ыйтусене татса парассинче власть органĕсем пулăшма пултараканнисене тупса палăртать. Паллах, сăмах çынсем пĕр-пĕрин патне çыракан хыпарсем пирки пымасть, пурте уççăнах курма, вулама пултаракан хыпарсем пирки кăна.

Чăваш Республикинче çак система 2018 çулхи ноябрьтенпе ĕçлет. Çав вăхăтранпа социаллă сетьсенчи пурĕ 7 пин ытла хыпара тишкернĕ. Çапла пĕлтĕрхи декабрьте Чăваш Ен власть органĕсем интернет-пĕрлешĕвĕсенчи пурĕ 167 комментарие пăхса тухнă пулсан, кăçалхи сентябрь уйăхĕнче кăна - 1067. Танлаштарма: 6 хут нумайрах. Мĕн пирки калать-ха çакă?

Чи малтанах, граждансемпе власть органĕсем хушшинче калаçу чăнах та йĕркеленсе кайни. Республикăра пурăнакансем кунран-кун активлăрах пулса пыни палăрать. Çынсем вырăнти çивĕч ыйтусем çине сỹрĕккĕн пăхмаççĕ, вĕсем пирки калаççĕ, пытармаççĕ. Çапах та уйрăм "фанатсем" те пур - вĕсене нихăçан та нимĕн те тивĕçтермест, ун пеккисем яланах мĕнпе те пулин кăмăлсăррине пĕлтерсе çыраççĕ. Çавăнпах вĕсем пĕр-пĕр ыйту татса парассишĕн мар, ытларах хăйсене е хăйсен блогне тимлĕх кирлĕшĕн кăна çыраççĕ.

"Инцидент Менеджмент" система мониторингĕ ĕçленĕрен граждансен коммуналлă тивĕçтерỹсен пахалăхĕпе, транспорт ĕçĕпе, çỹп-çап пухса тирпейлессипе, çулсем япăххипе тата ыттипе çыхăннă çĕр-çĕр ыйтăвĕ тĕлĕшпе йышăнусем тунă. Системăшăн маларах е каярах татса памалли ыйтусем çук - кашни ыйту пĕлтерĕшлĕ. Тĕслĕхе аякра шырама кирлĕ мар. Сентябрьте, çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланнă хыççăн, Çĕнĕ хула микрорайонта пурăнакансем транспорт çуккине пула ачисене шкула çỹреме мелсĕр пулнине пĕлтерсе çырма тытăннă. Ашшĕ-амăшĕ хăйсен ачисен хăрушсăрлăхĕшĕн пăшăрханнине те пĕлтернĕ. Вĕсен пĕлтерĕвĕсене шута илсе, хула администрацийĕ асăннă микрорайонти шкул ачисем валли Шупашкарти 23 тата 33 номерлĕ шкулсене çỹреме "Волгабас" маркăллă автобус уйăрса пачĕ.

Çынсен çăхавĕсем пулнăран Чăваш Енри миçе контейнер пдощадкине çỹп-çапран тасатнă-ши тата? Çынсем ыйтнипе миçе ялти çула юсанă-ши? Пурне те асăнса пĕтерме те çук. Çак система мониторингĕ муниципалитетсенчи "ыратакан" пур вырăна та тупса палăртма, ыйтусене кĕске вăхăтра татса пама, ĕçри тĕп енсене тĕрĕс палăртма чăнах та пулăшать.

Система ĕçлет, кун пирки пĕр иккĕленỹ те çук. Мĕншĕн тесен власть органĕсен те, граждансен те тĕллевĕсем пĕр пекех - Чăваш Ен пурăнма хăтлă регион статусне тивĕçтерсе тытса тăтăр.

(Чăваш Ен Информполитикин министерстви). 

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика