Пуçарулăх бюджечĕпе- кану вырăнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 15.10.2019, 14:36 Просмотров: 311

Кзыл Камышра кану паркĕ уçнă. Ял çыннисен савăнăçне пĕрле пайлама район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов, Шăнкăртам ял тăрăх пуçлăхĕ М. Валитов, республикăри мăсăльмансен тĕн управленийĕн председателĕ, ЧР Общество палатин членĕ М. Хайбуллов, "РЭМИСС" тулли мар яваплă пĕрлешỹ директорĕ М. Юсупов тата ытти хăнасем те хутшăннă.

Канмалли, уçăлса çỹремелли вырăн пурри пуриншĕн те лайăх, çавăнпах халăх та, юридика сăпачĕсем те, предпринимательсем те çакнашкал лаптăк тăвас шухăша ырласах йышăннă. Пуçарулăх бюджечĕн программипе килĕшỹллĕн паракан патшалăх пулăшăвĕпе усă курса хута кайнă паркшăн ватти-вĕтти савăннă.

Кану вырăнне тирпейлесе çитериччен сахал мар ĕç тума тивнĕ: йывăç тымарĕсене кăкланă, кỹлĕ чавнă, тротуар сарнă, хунавсем лартнă... Объектăн пĕтĕмĕшле хакĕ - 3 млн тенкĕ ытларах, унтан 2 млн тенкĕ ытларах республика уйăрнă, 600 пин тенкĕ халăх панă, 692 пин тенкĕ юридика сăпачĕсем, предпринимательсем хывнă.

Сăмах май, районта пуçарулăх бюджечĕпе усă курса 2019 çулта 32 млн тенкĕлĕх 30 проекта ĕçе кĕртнĕ. Юлашки виçĕ çулта вара 54 проект пурнăçланнă. Унăн пĕтĕмĕшле хакĕ 56,4 млн тенкĕпе танлашать.

(Хамăр корр.).

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика