ÇЫННĂН хăйĕн ĕмĕрĕнче хунав лартмалли никамшăн та çĕнĕлĕх мар. Ахальтен мар ĕнтĕ аслă çултисем каснă пĕр йывăç вырăнне иккĕ çитĕнтермелли пирки калаççĕ. Хирти Пикшикри культура çуртĕнче тата библиотекăра ĕçлекенсем "Йывăç ларт тата ăна упра" акцие хутшăнса çĕнĕ сквер тата клуб территорийĕсенче кунта лайăх çитĕнекен тĕмсене лартнă. Вĕсем хунавсем вăй илсе каясса, тавралăх тата та симĕсрех, сывлăш тасарах пуласса, ачасем аслисенчен тĕслĕх илессе шанса тăраççĕ.
Ноябрь 2024 |