Çар ретĕнче кăтартуллă

Категория: Публикации Опубликовано: 18.10.2019, 11:31 Просмотров: 290

Сывлăхлă, тĕреклĕ хул-çурăмлă яшсен çул çитсен Конституци тивĕçне пурнăçлама çар ретне тăмалла. Çапла турĕ те Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкултан вĕренсе тухнă Д. Валитов. Хăйне унта кайиччен самаях хатĕрлерĕ. Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен секцине çỹрерĕ. Ăмăртусене хутшăнса малти вырăнсене çĕнсе илчĕ. Çăмăл атлетикăра та ỹсĕмĕсем пур.

Тăрăшни сая каймарĕ. Çакна Динар службăра тăракан çар чаçĕнчен килне тав çырăвне яни те çирĕплетет. Унта Юхма Ен каччи салтак тивĕçне пурнăçланă çĕрте чăн-чăн профессионал пулнине палăртнă. Аслисем хушнине тỹрĕ кăмăлтан пурнăçлать-мĕн. Ывăлне тивĕçлĕ воспитани парса çитĕнтернĕшĕн ашшĕпе амăшне - Нурулла Арифулловичпа Найля Рифкатовнăна - тав тунă. Хĕпĕртемелĕх пур çакăншăн.

А. КАКЛИМОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика