ÇАК кунсенче район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕпе пушар надзорĕн, çул çитмен ачасемпе ĕçлекен сектор, халăха социаллă хỹтлĕх паракан центр сотрудникĕсем ялсенче пурăнакан нумай ачаллă, йывăр шăпаллă çемьесене çитсе автономлă пушар хыпарлавĕсене панă. Алă лаппине те вырнаçакан пысăк мар датчикăн пĕлтерĕшĕ паянхи кун питĕ пысăк. Вăл çуртра тĕтĕм йăсăрланма пикенсенех сас парать, кăшкăрать, урăхла каласан пушар тухма пултарасса систерет. Чи кирли тата пĕлтерĕшли - çыннăн пурнăçне, çуртри пурлăха сыхласа хăварма май парать.
- Пушар хыпарлавĕсене кашни ялти нумай ачаллă, йывăр шăпаллă çемьесене вырнаçтаратпăр. Хальлĕхе çак тĕллевпе Турхан ял тăрăхĕнче пултăмăр,- пĕлтерчĕ хаçат редакцине районти пушар надзорĕн начальникĕ А. Тукмаков.
Ноябрь 2024 |