Теплицăпа паллашнă
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕнĕ Шупашкарти теплица комплексне çитсе курнă. Унта строительство ĕçĕсем вĕçленмен пулин те çимĕçсем çитĕнтерме пуçланă. Ку проекта «Ренова» компани пурнăçа кĕртет. Комплексăн пĕрремĕш тапхăрне кăçалхи ноябрĕн 1-мĕшĕнче уçма палăртнă. 11 гектар (пĕтĕмпе 22 гектар пулмалла) çинче вырнаçнă теплицăсене туса пĕтернĕпе пĕрех. Хальхи вăхăтра 150 çын тăрăшать, тепĕр çул вĕсен йышĕ 450 пулмалла. Унта çулталăкĕпех пахча çимĕç çитĕнтерĕç. Кашни тăваткал метрта 90 килограмм помидор, 120 килограмм хăяр туса илме палăртнă.
Крымра – Чăваш культурин кунĕсем
Октябрĕн 16-мĕшĕнче Симферопольте Чăваш культура кунĕсем уçăлнă. Пухăннисене Крым Республикин культура министрĕн заместителĕ Татьяна Манежина саламланă, Крым çĕрĕнче иртекен çак мероприяти регионсен туслăхне çирĕплетме, нацисен хутшăнăвĕсене вăйлатма, йăла-йĕркене аталантарма май парассине палăртнă.
Черетлĕ диктант
Этнографие епле пĕлнине тĕрĕслеме Раççейре черетлĕ хут диктант =ыр.=. Акци ноябрĕн 1-мĕшĕнче иртет. Кăçалхипе тăваттăмĕш хут иртекен диктанта пирĕн çĕршывра кăна мар, ют тăрăхра пурăнакансем те =ыр.=. 30 ыйту пулĕ, вĕсенчен 10-шĕ – регионсемпе çыхăннисем. 45 минут уйăраççĕ. Диктант çыракансен 100 балл пухма май пур. Пĕлĕве килтен тухмасăрах тĕрĕслеме пулать, www.miretno.ru сайта кĕмелле çеç. Палăртмалла: пĕлтĕр çак акцие 392 пин çын хутшăннă. Чăваш Енрен – 1137 çын.
Водительсем, поварсем, çĕвĕçсем кирлĕ
Чăваш Республикин Ĕçлев министрĕ Сергей Димитриев пĕлтернĕ тăрăх кăçал халăха ĕçпе тивĕçтермелли мероприятисем валли 620 миллион тенкĕ уйăрнă. 33 пин çынна ĕçе вырнаçтарнă. Ĕç паракансене поварсем, водительсем, çĕвĕçсем, парикмахерсем, маникюр мастерĕсем ытларах кирлĕ. Вĕсене вĕрентессине йĕркеленĕ. Çавăн пекех сусăрсене ĕçе вырнаçтарассине те тимлĕх уйăрнă.
Электронлă версине пама пуçланă
СНИЛС вырăнне унăн электронлă версине пама пуçланă. Электронлă çĕнĕ документ – Раççей Пенси фондĕнчен паракан уведомлени – «симĕс пластик карточкăна» улăштарать. Асăннă уведомленире СНИЛСри кăтартусенех палăртаççĕ: уйрăм лицевой счетăн страховани номерне (11 цифрăран тăрать), хушамата, ята, ашшĕ ятне, çын çуралнă куна тата вырăна, арлăха, уйрăм (персонификациленĕ) учет тытăмĕнче хăçан регистрациленине. Малтанхи СНИЛС та, уведомлени те пĕр танах. Унччен илнĕ страховани свидетельстви те халĕ те вăйрах тăрать. Малтанхи СНИЛСа ятарласа улăштармалла мар.
Килĕшÿ çирĕплетмесĕр ĕçлени саккуна хирĕçлет
Шупашкарта çулсерен çĕнĕ çуртсем хута каяççĕ. Çĕнĕ хваттерсене куçиччен хуçасем юсав ĕçĕсене пурнăçлаççĕ. Чылайăшĕ юсавçăсемпе килĕшÿ тумасть. Çакă хула, республика бюджечĕшĕн - пысăк çухату.
Строительство сферинче официаллă йĕркепе ĕçлеменнисене тупса палăртас тĕллевпе тĕп хулан Калинин районĕн администрацийĕн представителĕсем полици ĕçченĕсемпе пĕрле "Çĕнĕ хула" микрорайонта рейд йĕркеленĕ. Шупашкар проспектĕнчи 25-мĕш çуртри темиçе хваттерте ĕçлекенсем тупăннă. Анчах пĕри те тара кĕрĕшсе ĕçленине йышăнман. Çапах та тĕрĕслев ахальлĕн иртмĕ. Рейд вăхăтĕнчи информацие налук органĕсене пĕлтерĕç. Вĕсем кашни ĕçчен тĕлĕшпе çырнă актпа тĕрĕслевсем ирттерĕç.
Ноябрь 2024 |