Сиплетпĕр
Кĕркунне, çанталăк шăнтиччен йывăç тунине тимĕр щеткăпа тасатмалла, "сурансене" варпа сĕрмелле. Ăна килте те хатĕр- леме май пур: 200 г ăвăса, 250 г солидола, 50 г хыр сухăрне ирĕличчен уйрăмшар ăшăтмалла. Унтан банкăра хутăштармалла. Ытлашши çăра пулсан шыв "мунчинче" ăшăтса ỹсен-тăран çăвĕ хушмалла. Шĕвеккине çăралатма йывăç кĕлне алласа ямалла. Çак хутăшпа йывăç "суранне" - хуçăлнă, каснă, çурăлнă вырăна - сĕрмелле. Пысăк мар "сурана" марганцовка шĕвекĕпе те сиплеме юрать.
Шурататпăр
Йывăçсене (улмуççи, слива, груша) хĕл лариччен шуратсан аван. Мĕншĕн тесен вĕсемшĕн хĕллехи хĕвел çути те сиенлĕ. Çанталăк вылянса тăрсан - шартлама сивĕ хыççăн сасартăк ăшăтса ярсан - сĕткенĕ шăнма, хуппи çуркаланма пултарать. Шăшипе куян та шуратнă йывăç тунине тĕкĕнмеççĕ. Анчах çак ĕçе çанталăк шăнтиччен, типĕ те уяр кун пурнăçламалла. Лавккара ятарлă хутăш сутаççĕ. Ăна килте те хатĕрлеме май пур: 15 пай извеç, 2 пай пăхăр купоросĕ, 1 пай столяр çилĕмĕ, 1 пай сĕт. Йывăç хуппине щеткăпа пылчăкран, тусанран, мăкран тасатмалла. Çĕртен пуçласа пĕрремĕш турат таранччен шуратмалла.
Ноябрь 2024 |