Хăшĕ усăллăрах

Категория: Публикации Опубликовано: 25.10.2019, 17:03 Просмотров: 240

Пăтă çиме кăмăллатăр-и?

Специалистсем ăна ирхине çиме сĕнеççĕ. Хăшне ытларах юрататăр?

Хура тул пăтти. Тимĕрпе, кальципе, В ушкăнри витаминсемпе пуян. Унра организм хăвăрт йышăнакан белоксем пур. Китайра ку пăтта аш-какайпа танлаштараççĕ. Хура тул пăтти çиекенсем чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе ытлах нушаланмаççĕ. Ăна гипертонипе, пĕвер чирĕсемпе тертленекенсен рациона кĕртмеллех. Çак пăтта çисен апат ирĕлтерекен тытăм лайăх ĕçлет. Кунсăр пуçне хура тулра кверцетин пур, вăл вара усал шыçă клеткисене аталанма памасть.

Куккурус пăтти. Пыршăлăхшăн усăллă. Ура, шăлсене лайăх витĕм кỹрекен креми пур. Ку пăтă пĕчĕк калориллĕ шутланать, вăл организмран çу кăларать.

Манна пăтти. Ун пирки питĕ усăллă пăтă тееймĕн. Пĕрремĕшĕнчен, унра аллерги пуçарма пултаракан глютен пур. Иккĕмĕшĕнчен, вăл организмри кальцие кăларать. Анчах ăна хырăмлăх чирĕсемпе нушаланакан çынсене çиме сĕнеççĕ.

Сĕлĕ пăтти. Унра калори самай. Хырăмлăх, пыршăлăх чирĕсемпе тертленсен рациона çак пăтта кĕртмелле.

Урпа пăтти. Вăл япаласен ылмашăнăвне йĕркелет. Урпа пăтти микроэлементсемпе, В ушкăнри витаминсемпе пуян.

 

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика