Лауреат пулса таврăннă

Категория: Публикации Опубликовано: 28.10.2019, 14:50 Просмотров: 195

ÇАК кунсенче районти централизациленĕ клуб системин юрăпа ташă халăх ансамблĕн квартечĕ (ертỹçи - РФ тата ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А. Шакин, баянисчĕ - ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ П. Никитин) Шупашкар хули 550 тата Чăваш Республикине туса хунăранпа 100 çул çитнĕ ятпа йĕркеленĕ ачасемпе аслисен "Шăпчăксем-_2019" хор фестивальне пĕтĕмлетнĕ çĕре хутшăннă, лауреат пулса таврăннă. Патăрьелсен "шăпчăкĕсем" - Елена Лисицина, Лариса Федорова, Луиза Леонтьева, Анастасия Якушкина шăрантарнă "Еля сукмакĕ" (сăмахĕсем Геннадий Айхин) тата "Кĕрхи вальс" (сăмахĕсем Мария Горшкован) юрăпа залра ларакансене чăнласах тыткăнланă. Ахальтен мар пирĕн сцена ăстисене куракансем тăвăллăн алă çупса тав тунă.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика