Пыл çиес тесен вĕренме ỹркенмелле мар

Категория: Публикации Опубликовано: 28.10.2019, 15:02 Просмотров: 201

"Çĕнĕлĕхсемсĕр, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашмасăр малалла аталанма май çук", - тет Турханти "Нектар" фермер хуçалăхĕн ертỹçи Н. Пирожков утарçă. Николай Петрович нумай пулмасть çеç Рязань облаçĕнчи Рыбное хулинче "Федеральный центр пчеловодства" наука учрежденийĕ, И. Павлов ячĕллĕ Рязаньти патшалăх медицина университечĕ тата апитерапевтсен союзĕпе пĕрлешĕвĕ йĕркеленĕ канашлăва хутшăннă. Вăл "Хальхи вăхăтра хурт-хăмăр ĕçĕн тата апитерапин паянхи лару-тăрăвĕ тата аталанăвĕ" темăпа иртнĕ. Мероприятие Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчи утарçăсем килнĕ.

Канашлăва пухăнакансене пурне те юлашки вăхăтра ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем пĕрремĕш класлă гербицидсемпе, пестицидсемпе усă курнăран вĕлле хурчĕсем вилни пăшăрхантарнă. Инкек пире кỹршĕллĕ Ульяновск облаçĕнчи, Мордва Республикинчи утарçăсене пысăк тăкак кỹнĕ. Утарçăсен союзĕсен тата хурт-хăмăр организацийĕсен президенчĕ О. Чупахина ку ыйтупа правительство шайĕнче ĕçлеме пуçлани пирки пĕлтернĕ.

Вĕлле хурчĕсен коллапсĕ е урăхла каласан кĕркунне "ылтăн" хуртсем вĕллесенчен çемйипех вĕçсе тухса кайни, каялла таврăнманни пирки те сăмах хускатнă. Çакă мĕнпе çыхăннă-ха? Пыл пухакан туссене чир-чĕртен пĕлмесĕр сиплени, эмелсемпе ытлашши усă курни пăтăрмах патне илсе пынине пĕлтерчĕ Н. Пирожков. Самара облаçĕнче, Пушкăрт Республикинче нуша курнисем нумайăн.

Ульетерапи, апитерапи çын организмĕшĕн питĕ усăллине Самара облаçĕнчи врачсем тĕпчевсемпе çирĕплетсе панă. Çак мелсемпе сиплеме пуçăниччен этемĕн сывлăхне тĕрĕсленĕ май пăлханулăх пысăккине тупса палăртнă. Сиплев хыççăн хумханулăх иртнĕ.

Çак темăпах Ульяновск облаçĕнчи И. Филиппов лицензиллĕ апитерапевт сăмах илнĕ. Çитес вăхăтра ульетерапи тата апитерапи пирки хăй кĕнеке кăларассине, пĕтĕмĕшле илсен пиллĕкмĕш пулнине каланă.

О. ПАВЛОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика