Ашшĕ-амăшне пулăшса

Категория: Публикации Опубликовано: 28.10.2019, 15:05 Просмотров: 175

"Вĕрентỹ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн ачаллă çемьесене пулăшу парас тĕллевпе "Родители 3.0" проекта пурнăçа кĕртме пикентĕмĕр. Çавна май Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти психологсемпе педагогсем çитĕнекен ăрăвăн ашшĕ-амăшĕпе тĕрлĕ ыйтупа консультацисем ирттеретпĕр. Калаçура ачасемпе аслисем хушшинчи çыхăну мĕнле пулмаллине, воспитани парас ĕçри йывăрлăхсене çĕнтерме майсем пуррине, пĕрремĕшсем шкул саккине хăнăхнине, пиллĕкмĕшсем, вуннăмĕшсем куçăм тапхăрĕсене çăмăллăн кĕрсе кайнине, ỹссе пынă май хĕрсемпе каччăсен психологийĕ улшăннине тата ыттине те хускататпăр.

Черетлĕ консультаци ача мĕне те пулсан хирĕçлени çинчен пулчĕ. Малтанах сăлтавне пĕлмелле. Ывăл-хĕрпе лăпкăн калаçмалла. Ăна юратни, хаклани çинчен аса илтерсе хушнă ĕçе кăмăлтан пурнăçлама явăçтармалла. Пĕчĕкскерсене пуçран шăлса илни те вырăнлă. Кун пек чухне пурин те кăмăл уçăлатех.

А. ГАВРИЛОВА, психолог-педагог

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика