Районта Çул-йĕр ĕçченĕсен тата Автомобилистсен кунĕсем пĕр йĕрсĕр иртмерĕç. Уявсем иккĕшĕ те пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă май вĕсене пĕрле паллă турĕç. Вăл Нăрваш Шăхалĕнчи Полевая урамри асфальтлă çула туса пĕтернĕ май унпа паллашнинчен пуçланчĕ. Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов, Нăрваш Шăхаль ял тăрăх пуçлăхĕ Н. Раськин, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Н. Михайлов, Нăрваш Шăхаль ял тăрăх депутачĕсемпе ял халăхĕ хутшăнчĕç.
Пĕр çухрăм ытла тăсăлакан çула "Стройкомфорт" пĕрлешỹре вăй хуракансем республикăн ялсенчи урамсенчи çулсене тумалли программăпа килĕшỹллĕн тăваççĕ. Ăна икĕ çулта вĕçлемелле.
Подряд организацийĕ тăрăшса вăй хунăран объекта палăртнă вăхăтран маларах вĕçленĕ. Çакă пуриншĕн те савăнăçлă пулăм пулса тăчĕ. Полевая урамра пурăнакансем вуншар çул урама кĕрлĕ-çурлă кĕрсе тухма çуккипе нушаланнăран хĕпĕртенине уççăнах пĕлтерчĕç. Ял халăхĕн ячĕпе Н. Афанасьев педагог, спорт ветеранĕ сăмах илнĕ май республика, район ертỹçисене çакнашкал тимлĕх уйăрнăшăн, строительсене пахалăхлă çул туса панăшăн ăшшăн тав турĕ.
Мероприятин малалли пайĕ Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕнче тăсăлчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов уява хутшăнакансене ăшшăн саламланă май çул-йĕр пурин кун-çулĕнче те пысăк вырăн йышăннине пĕлтерчĕ, водительсене яланах симĕс çутă сунчĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - строительство тата обществăлла инфратытăм пайĕн начальникĕ Р. Ямалетдинов кăçал çул-йĕр инфраструктуринче пурнăçланă ĕçсемпе, малашлăхри тĕллевсемпе палаштарчĕ.
Юхмапа Пăла тăрăхĕн 550 çухрăм çул. 2019 çулта тĕрлĕ шайри фондран çулсем тума тата юсама 226 млн тенкĕ пăхса хăварнă.
Куллен 11 автобус палăртнă маршрутпа çула тухать, вĕсем çынсене вăхăтра тата кирлĕ çĕре çитме пулăшаççĕ. Пассажирсене А. Михайлов, В. Шагулов, В. Чернов, В. Соснов индивидуаллă предпринимательсем турттараççĕ. Вĕсемсĕр пуçне 22 шкул автобусĕ ачасене шкула вĕренме илсе çỹрет.
Руль умне ларакансене ятарлă пĕлỹ парассишĕн тăватă автошкул тăрăшать. Патăрьелĕнчи агротехникумра В, С, Д тата Е категорисене те илме пулать.
Уявра ĕçре палăрнă строительсемпе водительсене тĕрлĕ шайри Хисеп, Тав хучĕсемпе чысларĕç.
О. ПАВЛОВА
Ноябрь 2024 |