Кăмăла тупма та, кỹрентерме те ансат

Категория: Публикации Опубликовано: 29.10.2019, 16:02 Просмотров: 168

ÇĔР çинче çĕр тĕрлĕ професси çеç те мар. Кашниех пурнăçра пĕлтерĕшлĕ, сумлă, хисеплĕ. Çак кунсенче район центрĕнчи обществăлла апатлану предприятийĕнче ĕçлекен пĕр повар редакцие кĕчĕ. Апат-çимĕç ăстине вĕсен ĕçне сума суманни пăшăрхантарать-мĕн. Сăмах май каласан, 11 çул каялла Пĕтĕм тĕнчери кулинари пĕрлĕхĕсен организацийĕ октябрĕн 20-мĕшне Повар кунĕ, мĕн пур кулинарсен уявĕ тесе çирĕплетнĕ. Паллах, çак хисеплĕ профессипе тăрăшакансем пирĕн районта та сахал мар. Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕнчен те çулсеренех пĕрер ушкăн вĕренсе тухать. Тĕрĕссипе вара календаре пăхсан кашни кун мĕнле те пулсан уяв. Çавăнпа та тепĕр чухне ĕçтешсене коллективра саламлани те пĕлтерĕшлĕ. Вăй хураканăн кăмăлне тупма нумай кирлĕ-им?

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика