ХАÇАТ вулаканĕсене Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă вăйсен Тĕп храмĕнче "Асăну çулĕ" мемориал комплексне уçасси пирки пĕрре мар аса илтернĕччĕ. Унта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ- сен сăн ỹкерчĕкĕсемпе вĕсен паттăрлăхĕ çинчен калакан йĕркесем упранĕç. Хальлĕхе районти çар комиссариатне ветерансен сăн ỹкерчĕкĕсемпе вĕсем пирки çырнă кĕске справкăсем илсе килекенсем йышлах мар. Çавăн пекех тепĕр çĕнĕлĕх пирки асăнса хăвармалла. "Асăну çулĕ" комплекса пуянлатма çакнашкал материалсемпе пĕрлех салтаксем фронтран янă виçĕ кĕтеслĕ çырăвĕсем те питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа та çемье архивĕнче упранакан çырусене районти çар комиссариатне илсе çитерсен питех те вырăнлă пулĕччĕ. Вăл çухаласран хăрамалла мар. Ăна электронлă копи туса юлнă хыççăн хуçине каяллах тавăрса параççĕ. Аслă Çĕнтерỹ уявĕ 75 çул çитес умĕнхи яваплă та пархатарлă ĕçе шкул ачисене, волонтерсене, çарпа патриотла юхăмсене те явăçтармалла. Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи кашни паттăрăн ячĕ Тĕп храмра упрантăр.
Ноябрь 2024 |