Пушарăн сăлтавне пайăрлатаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 02.11.2019, 16:58 Просмотров: 402

ВУТ-КĂВАРПА çыхăннă инкек-синкек çулталăкăн кирек хăш тапхăрĕнче те хăрушă. Вăл пысăк тăкакпа çеç мар, синкерлĕхпе, пысăк çухатупа та çыхăнма пултарать. Çавăнпа та çынсен май пур таран пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмалла, çул çитмен ача-пăчана хăйсем тĕллĕн çеç хăвармалла мар, ỹсĕрле вырăн çинче чикарккă мăкăрлантарни те пăтăрмах патне илсе пырать.

Тепĕр чухне "01" служба сотрудникĕсемшĕн вут-кăвартан тухнă инкеке "диагноз" лартма йывăрлăх та сиксе тухать. Çак кунсенче Шăнкăртамри пĕр хуçалăхра çур çĕр иртсе 3 сехетре сасартăк алхасма пикеннĕ пушарăн сăлтавне те ятарлă лаборатори специалисчĕсенех явăçтарма тивнĕ. Инкекре кил хуçисен хуралтисем çунса юрăхсăра тухнă. Сăмах май каласан, кăçал çеç ялта пиллĕкмĕш пушара шута илнĕ. Иртнĕ çулхи çак вăхăтра Шăнкăртамра кун пек тĕслĕх пулман.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика