РОСПОТРЕБНАДЗОĂН Чăваш Енри управленийĕ çивĕч респираторлă вирус инфекцийĕпе чирлекенсен йышне тишкерсех, анализ тусах тăрать. Çак амакпа хуласенче çеç мар, районсенче те аптăракансем йышланса пыни чиртен тата ытларах асăрханма ыйтать. Хальлĕхе пирĕн районта ку тĕлĕшпе пысăк хăрушлăх çук темелле. Роспотребнадзорăн районти уйрăмĕн врач-эпидемиологĕн пулăшуçи Лидия Никитина хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, октябрь уйăхĕнче Юхмапа Пăла тăрăхĕнче ОРВИпе чирленĕ _ 70 (вĕсенчен 60-шĕ 17 çул тултарман ачасем), грипп вирусне çаклатнă 6 тĕслĕхе тупса палăртнă. Ку тĕлĕшпе специалистсем кашни кунах мониторинг тăваççĕ. Енчен те класра е ушкăнта респираторлă вируспа чирлекенсен йышĕ 25 процентран та иртсен, вăхăтлăха ĕçе чарса лартаççĕ. Çапла ан пултăр тесен ачасен те, аслисен те чăн малтанах уçă сывлăшпа, спортпа туслă пулмалла. Çавăн пекех витаминлă апат ытларах çимелле. .
Ноябрь 2024 |