СĂМАХĔ кунта тĕрлĕ сăлтавпа кукшаланса юлнă çын пирки пымасть. Шухăшĕ кĕркунехи-хĕллехи тапхăрта çул çинче якалса пĕтнĕ резина урапапа çула тухакансене пырса тивет. Паллă ĕнтĕ, ун пек чухне руль тытса пыракан водитель авари тăвас, инкеке çакланас хăрушлăх та пысăк. Шанчăклă кустăрмасăр çула тухакан теприне те сиен кăтартма пултарать. Çавăнпа та çанталăк сивĕ енне сулăнса пынă май, автомашина хуçисен çуллахи ураписене хĕллехипе улăштарма вăхăт. Вĕсем ячĕшĕн çеç те ан пулччăр. Административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан саккунпа килĕшỹллĕн водительсен якалса, çийĕнсе пĕтнĕ резинăшăн 500 тенкĕ штраф тỹлеме тивĕ. .
Ноябрь 2024 |