Пурăнатпăр йышлăн çирĕп туслăхра

Категория: Публикации Опубликовано: 02.11.2019, 17:04 Просмотров: 350

Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ - нумай нациллĕ Раççей халăхĕн йăлисен чĕрĕлĕвĕн, обществăра тăнăçлăхпа килĕшỹ упраннин палли.

Историе таврăнас пулсан çакă паллă: ноябрĕн 4-мĕшĕ Раççейшĕн вун çиччĕмĕш ĕмĕртенпех уяв шутланнă. Ăна Хусанти Турă Амăшĕн турăшĕн уявĕ пек палăртнă. Çак праçнике 1649 çулта Алексей Михайлович патша указĕпе килĕшỹллĕн çирĕплетнĕ. Ăна 1579 çулта Хусанта тупнă турăш пĕрремĕш земство ополченине тапăнса кĕнĕ çарсене çĕнтерме пулăшнипе, каярахпа Кузьма Мининпа Дмитрий Пожарский ертсе пынă иккĕмĕш земство ополченийĕ поляксене Мускавран хăваласа кăларса янипе çыхăнтарнă. Çак пулăмсем хыççăн Хусанти Турă Амăшĕн турăшĕ тĕлĕнмелле хăватлă пулнине ĕненме тытăннă, ноябрĕн 4-мĕшне пĕтĕм халăх уявĕ пек ирттерме йышăннă. 2005 çултанпа вара Пĕтĕм Раççейри Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ пек уявлатпăр.

Сăмах май каласан, кăçалхи праçникре те пире эрне тăршшĕпех хаваслă кăмăл кĕтĕ. Çак вăхăтра республикăри районсемпе хуласенче 500 ытла мероприяти ирттерме палăртнă. Вĕсем хушшинче - конкурссем, уçă калаçусем, викторинăсем, концертсем, кану каçĕсем тата ыт. те. Çавăн пекех Юхмапа Пăла тăрăхĕнче те сумлă уява анлăн паллă тума хатĕрленеççĕ.

А. ИВАНОВ .

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика