Пан улмине ("антоновка" сорт лайăхрах) суйламалла, çумалла. Катка (е пысăк кастрюль) тĕпне хура хурлăхан е чие çулçи хумалла. Çулçă çине - темиçе рет пан улми. Каткана çапла майпа тултармалла. Çиелти сийĕ çулçă пултăр. Каткана ятарласа хатĕрленĕ ăсла е пылак шыв ямалла.
Ăсла валли ыраш çăнăхне вĕренĕ шывпа (питĕ вĕри кирлĕ мар) хутăштармалла, пăтратмалла, 1-2 сехетрен сăрăхтармалла. 10 литр шыва 200 грамм ыраш çăнăхĕ тата 2 апат кашăкĕ тăвар ямалла. Пылак шыв валли 10 литр шыва 400 грамм сахăрпа (е 600 грамм пылпа), 3 апат кашăкĕ тăварпа хутăштармалла, вĕретсе сивĕтмелле.
Пан улми савăтне сивĕ вырăна лартмалла, ăсла е пылак шыв ямалла. Пан улмине çаврака ывăспа хупламалла, ун çине йывăр япала (лайăх çунă йывăр чул) хумалла.
3-4 кун иртсен савăта ăсла е пылак шыв тата хушмалла. Шĕвек ывăс шайĕнчен 3-4 сантиметр çỹлерех пултăр. Йỹçĕтнĕ пан улмине 30-40 кунран çиме юрать.
Ноябрь 2024 |