Ноябрĕн 4-мĕшĕ. Çак кун 1612 çулта Кузьма Мининпа Дмитрий Пожарский ертсе пынипе халăх ополченийĕ Мускава ют çĕршыв захватчикĕсенчен хăтарнă.
Ноябрĕн 6-мĕшĕ. Çак кун 1943 çулта совет çарĕсем Киева нимĕç фашистчĕсенчен ирĕке кăларнă.
Ноябрĕн 7-мĕшĕ. Çак кун 1941 çулта Мускаври Хĕрлĕ площадьре тỹрех фронта каякан çарсен парачĕ пулнă.
Ноябрĕн 11-мĕшĕ. Çак кун 1480 çулта Ылтăн Урта ханĕ вырăссен III Иван кнеç çарĕпе çапăçăва кĕме тăхтанă. Çапла вара çапăçусăрах Вырăс патшалăхĕ яланлăхах ирĕклĕх çĕнсе илнĕ.
Ноябрĕн 11-мĕшĕ. Çак кун 1918 çулта Пĕрремĕш тĕнче вăрçи вĕçленнĕ. Вырăс салтакĕ унта пысăк паттăрлăх кăтартнипе палăрнă. Ноябрĕн 16-мĕшĕ. Çак кун 1805 çулта вырăс çарĕсем Петр Иванович Багратион кнеç ертсе пынипе Шенграбен патĕнче хăйсенчен темиçе хут йышлăрах француз çарĕсене парăнтарнă.
Ноябрĕн 19-мĕшĕ. Çак кун 1942 çулта ирпе 7 сехет те 30 минутра Сталинградра "Катюша" залпĕпе 80 минутлăх артхатĕрленỹ пуçланнă. 3500 оруди нимĕçсен оборонине аркатнă.
Ноябрĕн 26-мĕшĕ. Çак кун 1904 çулта Порт-Артурти вырăс гарнизонĕ яппун çарĕсен тапăнăвне (тăваттăмĕш хут) сирсе янă, вĕсене çапса аркатнă. Ноябрĕн 29-мĕшĕ. Çак кун 1941 çулта совет çарĕсем Дон çинчи Ростова ирĕке кăларнă.
Ноябрь 2024 |