Гриппа чирлес тапхăр çулленех кĕркунне, хĕлле тата çуркунне вăйланать. Унран асăрханас тесен прививка тутарни вырăнлă. Вăл иммунитета çулталăка тытса тăраять. Кайран тепре прививка тутармалла.
Грипп ерни тĕрлĕ йывăрлăх кăларса тăратма пултарать. Шел пулин те çын вилнĕ тĕслĕхсем те тĕл пулаççĕ.
Привика тутарни инфекципе кĕрешме пулăшать. Вăл тĕрлĕ витамин, иммунитета тытса тăма пулăшакан эмел ĕçнинчен чылай усăллăрах. Халăх медицини те грипа сирсе яраймĕ.
Прививка тунă хыççăн 10-12 кунран пуçласа 12 уйăх таранчченех шикленмесĕр пурăнма пулать. Вăхăтра вакцина яртарни аслисемпе кĕçĕннисен 80-90 процентне чиртен хỹтĕлет. Грипп ерес пулсан та вĕсем ăна çăмăллăнах ирттереççĕ.
6 уйăхран иртнĕ ачасенчен пуçласа прививка тăваççĕ. Уйрăмах вăраха кайнă чирпе чирлекенсене, çие юлнă хĕрарăмсене, медицина, тивĕçтерỹ, транспорт сферисенче ĕçлекенсене, вĕрентекенсене, студентсене унтан пăрăнма сĕнместпĕр. Прививкăна сентябрь уйăхĕнчен пуçласа ноябрь вĕçĕччен тăваççĕ.
Чиртен вăхăтра сыхланма тăрăшмалла. Ĕçпе тивĕçтерекенсен те пĕр йышри çынсене профилактика тутарассине мала хумалла.
О. ТОКМАКОВА, Роспотребнадзор управленийĕн территори пайĕн начальникĕ
Ноябрь 2024 |