Ирсерен хĕвел тухнине куракан çын тĕнче илемĕпе киленет теççĕ. Ку тĕлĕшпе Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Çĕнĕ Чĕпкассем чи телейлисем темелле. Анчах паян çак савăнăçа пĕрле пайлакансем ялта çулсерен сайралса, сахалланса пыраççĕ. Йышĕ пысăк мар пулин те пĕрлехи вăя куллен туйса пурăнаççĕ эписемпе аксакалсем. Хальхи вăхăтра вунă çуртра 17 çын пурăнать. Вĕсем пурте тивĕçлĕ канăва тухнăскерсем. Ял старости Физикать Мифтяхов вĕсемшĕн паян "МЧС" (хăйсем çапла калаççĕ) вырăнĕнче темелле. Кирек мĕнле ыйтупа та ун патне пыраççĕ ватăсем. Çулĕсем шултăраланнă карчăк-шăрчăксен вĕсем çителĕклех. Чăн малтанах касра магазин пулманран, çăкăр-тăвар туянас тĕллевпе те старостăна "наказ" параççĕ. Унсăр пуçне тухтăр пулăшăвĕ те тăтăш кирлĕ, ытти çăмăллăхĕсемпе усă курнăшăн та тỹлемелле, пахчисене те сухалаттармалла... Физикать Галляметдинович çулне кура хăй те вăр-варах мар темелле. Çапах та кỹр- шĕ-аршин кашни ыйтăвне татса пама тăрăшать. Хăй вăйĕпе пурнăçлайманнисене ял тăрăх пуçлăхĕпе канашлать. Сăмах май, çак кунхине те эпир унпа Красномайскинче тĕл пултăрмăр. Староста ял магазинĕнче апат-çимĕç туянатчĕ.
- Çынсем ыйтнă таварсене вăхăтра туянса пама тăрăшатăп. Çулĕ лайăх, пĕчĕк "хурçă ут" çине ларатăп та килетĕп. Паян, акă, пире пăшăрхантаракан тепĕр ыйтăва ял пуçлăхĕпе калаçма та тухрăм. Ял çулсерен пушанса пырать, çуртсем хупăнаççĕ, анкартисенче йывăçсем ашкăрса кайрĕç. Хăшĕ-пĕри çутă юписем патнех кармашса çитрĕ. Çил-тăвăллă çанталăкра пысăк хăрушлăх та кăларса тăратма пултарать. Çавăнпа та вĕсене çывăх вăхăтрах пĕрлехи вăйпа касасшăн,-пĕлтерчĕ вăл хăйĕн шухăшне.
Вулакана пĕлме
Çĕнĕ Чĕпкас ял никĕсне хывакансем 1910 çулта Тутар Республикинчи Каменный брот текен ялтан куçса килнĕ. 1957 çултанпа Красномайск, халĕ Кзыл Чишма ял тăрăхне кĕрет. Халăхра ăна малтанласа "Хырлă хăва участки" тенĕ. Аслă ăру çыннисенчен паян та яла çав ятпа хаклакансем пур.
Ноябрь 2024 |