Вăтам ĕмĕр икĕ çул вăрăмланнă

Категория: Публикации Опубликовано: 08.11.2019, 14:22 Просмотров: 416

РЕСПУБЛИКĂРА демографи лару-тăрăвне лайăхлтатас тĕллевпе тĕрлĕрен проект пурнăçа кĕрсе пырать. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче те ватăсене социаллă пулăшу кỹрес, вĕсене çăмăллăхсемпе тивĕçтерес тĕлĕшпе сахал мар тимлеççĕ, пĕччен пурăнаканнисем патне районти халăха социаллă хỹтлĕх паракан центртан тăтăшах ятарлă мобильлĕ бригада тухса çỹрет, вĕсен ыйтăвне тивĕçтерет. Çулланнă çынсене патшалăх енчен тимлĕх уйăрни паян питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çакă вĕсен вăтам ĕмĕрне ỹстерме те май парать. Ку тĕлĕшпе районти статистикăн кăтартăвĕсене илсен çакна палăртса каламалла. Октябрьте арçынсен вăтам ĕмĕрĕ 68, хĕрарăмсен 75 çул пулнă. Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан вĕсем икшер çул ỹснĕ.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика