Ноябрĕн 6-8-мĕшĕсенче пирĕн районта чрезвычайлă лару-тăру вăхăтĕнче тумалли ĕçсене пурнăçлас тата гражданла хỹтĕлеве вăрçă вăхăтĕнчи условие куçарас енĕпе командăпа штаб вĕрентĕвĕ иртет.
Çак мероприятие ирттерме района ноябрĕн 6-мĕшĕнче Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн начальникĕн çумĕ А. Саенко полковник ертсе пыракан ушкăн килнĕ.
Çавăн пекех ноябрĕн 7-мĕшĕнче Юхмапа Пăла тăрăхĕнче Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн начальникĕ С. Антонов генерал-майор ĕçлĕ çỹревпе пулнă май район администрацийĕн пуçлăхĕпе Р. Селивановпа вĕрентĕвĕн малтанхи кунне пĕтĕмлетнĕ, умри тĕллевсене çивĕчлетнĕ.
(Хамăр корр.)
Ноябрь 2024 |