"Чăвашкредитпромбанк" панкрут-и?

Категория: Публикации Опубликовано: 12.11.2019, 13:36 Просмотров: 413

РФ Тĕп банкĕ "Чăвашкредитпромбанкăн" банк ĕç-хĕлне пурнăçламалли лицензине туртса илнĕ. Çакăн çинчен ноябрĕн 7-мĕшĕнче ЧР Правительство çуртĕн- че ятарласа ирттернĕ брифингра республикăн финанс тата юстици министрĕсем Светлана Енилинăпа Наталья Тимофеева пĕлтернĕ.

Светлана Александровна ăнлантарнă тăрăх, çакă банк çулталăк хушшинче банксен ĕçне йĕркелекен саккунсене тата Тĕп банк требованийĕсене пĕрре кăна мар пăснипе сăлтавланă.

Халь вара мĕн тумалла-ха? Малалла банкра Тĕп банкăн Атăл-Вятка Тĕп управленийĕ йĕркеленĕ вăхăтлăх администраци ĕçлĕ. Страховани йĕркипе килĕшỹллĕн уйрăм çынсене вкладсене çывăх вăхăтра тавăрса пама пуçлĕç. Укçана каялла ыйтса çырнă заявленисене халех йышăнма тытăнаççĕ. Саккун çапларах: çакнашкал лару-тăру тухса тăнă хыççăн 14 кун иртсен тỹлеме пуçламалла - эппин, ноябрĕн 21-мĕшĕнче...

Уйрăм çынсем вкладсенчи 1,4 миллион тенкĕ таран укçана каялла илме пултарĕç - саккунпа килĕшỹллĕн страхланă виçе çавнашкал. Малтанлăха палăртнă тăрăх, "Чăвашкредитпромбанкра" çынсен вклачĕсен укçан пĕтĕмĕшле виçи 2,7 миллиард тенкĕпе танлашать. Чăн та, финанс министрĕ ку çывхартса палăртнă виçе пулнине те пытарман.

Наталья Тимофеева "Чăваш- кредитпромбанк" чылай çул ĕнтĕ тăкаклă ĕçленине çирĕплетнĕ. Дивидентсем тỹлемен, çавна май хыснана тупăш кỹмен. Республика хăйĕн банкри тỹпине темиçе çул сутасшăн ĕнтĕ - 2012 çултанпа тăхăр хут сутлăха кăларнă. Кăçал сутлăха кăларман. Пĕлтĕр çав тỹпешĕн ыйтнă хак 122 миллион тенкĕпе танлашнă, анчах туянакан тупăнман. Акцисен калăпăшĕ пĕчĕккине, тĕрĕслев пуххи пулманнине кура республика банк ĕçне витĕм кỹреймен.

("Хыпар" хаçатран)

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика