Ш Борис Емельянов: Хирте хама хуçа пекех туятăп

Категория: Публикации Опубликовано: 15.11.2019, 16:59 Просмотров: 335

Ял хуçалăхĕнче ĕçлес тесен çĕре чунпа юратмалла, вăл мĕн туйнине чĕрепе пĕлмелле, унсăрăн çитĕнỹ тăваймастăн. Çăл Атăкри Б. Емельянов фермер та çак шухăша хирĕçлемест. Агроном профессине алла илнĕскер, акнă-лартнă культурăсенчен тухăç илессишĕн кăна мар, тăпра пулăхлăхне ỹстерессишĕн, акăнман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессишĕн тăрăшать. Пушă çуртсенчи пахчасене хыт-хура пусса илнĕшĕн те, хирте çĕр пайĕсемпе кирлĕ пек усă курманнишĕн те вăл пăшăрханать. Унра чăннипех те çĕр хуçин юнĕ чупать.

- Çакăнти 25 гектара 2017 çулта нумай çуллăха арендăна илтĕм. Ăна пусă çаврăнăшне кĕртессишĕн сахал мар тăрăшрăм. 13 гектарта йывăçсене кăклама тиврĕ. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри кустăрмаллă трактортан та çỹл-лĕрехчĕ. Тымарĕсене пĕтерес темиçе хутчен дискларăмăр, сỹрелерĕмĕр, вырма вăхăтĕнче комбайна ĕçлеме ан чăрмантарччĕр тесе юлнисене алăпа пуçтартăмăр. Кăçал çак лаптăка кĕрхи туллăн "Московская- 56" сортне акса хăвартăмăр. Вăрлăха Вăрнар районĕнчи Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăхран туянтăмăр, - терĕ Борис Петрович Карка вăрманĕ çывăхĕнчи хирĕпе паллаштарнă май. Кĕрхисем аванах шăтса тухнă. Хĕл лайăхах каçмалла, анчах халех пĕтĕмлетỹ тума йывăртарах. Çуркуннесĕр татăклăн нимĕн те калаймастăн.

Юлашки çулсенче тăпрара гумус чакса пынине специалистсем асăрхаттарсах тăраççĕ. Минераллă удобренисем никĕ-се хывнă культурăсен тухăçне ỹстерме пулăшаççĕ-ха, анчах вĕсем çĕрĕн çиелти пулăхлă сийне пуянлатаймаççĕ. Б. Емельянов агроном пулнă май çакна лайăх ăнланать, ку ыйтăва татма тăрăшать. Борис Петрович лайăх хĕл каçайман кĕрхисем вырăнне горчица акса хăварнă. Ăна ỹснĕ хыççăн сидерат пек усă курнă. Çитес çул вăрлăх валли вика акма палăртнă. Вăл та тăпрашăн питĕ усăллă, пĕрлех тухăçа та ỹстерет. Илепер курăкне пусă çаврăнăшне кĕртме тĕллев тытнă. Нумай çул ỹсекен курăкран выльăхсене валли апат хатĕрлеме те аван, çав вăхăтрах тăпра азотпа пуянланать. Тымарĕ тарăн кайнăран ăна сухаласа пăрахнă хыççăн нỹр лайăх анать мĕн.

- Малалла сидератпа ытларах ĕçлемелле тесе шухăшлатăп. Кăçал горчицăна çулмарăмăр, йăвантартăмăр, унтан сухаларăмăр. Кун пек пит меллех маррине шута илсе Белоруссинче кăларакан КИН-1500 агрегат илтĕмĕр. Çитес çул горчицăна çавăнпа вĕтетсе тăпрана хывасшăн, - терĕ фермер хăйсен ĕç-хĕлĕпе паллаштарнă май. Борис Петрович сăмахне малалла тăсса çакна каласа хăварас килет: техника енчен хуçалăхра йывăрлăхсем çук. Паркра "Енисей" комбайн, ДТ-75, МТЗ-82, Т-25 тракторсем, тырра аллама ОВС-25 агрегат, СЗ-3,6 маркăллă сеялка, тăватă тата икĕ ретлĕ сажалкăсем, опрыскиватель тата ытти те пур. Пурнăç çĕнĕлĕхсем кĕртме ыйтнине, сахал тăкакпа тупăш илме вĕренмеллине шута илсе хăватлăрах техника туянас шухăш та тĕвĕленнĕ Борис Петровичăн. Çавăнпах Дима ывăлĕпе иккĕшĕ те кăçал 130-150 лаша вăйĕллĕ "хурçă утсемпе" çỹреме права категорийĕсене ỹстернĕ.

Фермершăн ывăлĕ паян сылтăм алă вырăнĕнчех. Вăл ашшĕне хăть хăш ĕçре те - сухаламалла, акмалла е культиваци тумалла - улăштарма пултарать. Ирхине Борис Петрович руль умне ларать пулсан тепĕр 4-5 сехетрен ун вырăнĕнне ачи вăй хурать. Ашшĕ Димăна 4-5 класрах техникăпа туслаштарнă. Утă çулнă чухне е вырмара вăл яланах çывăх çыннипе юнашар çỹренĕ. "Хамăн вăхăт çук чухне косилкăна çаклатса хума, регулировка тума хушаттăм. Пĕрре-иккĕ кăтартса панă хыççăн хăйех тăватчĕ",-_ тет Борис Петрович. И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă Надя хĕрĕ те автомашинăпа та, тракторпа та çỹрет. Мăшăрĕпе амăшĕ те, Алена Владимировнăпа Раиса Ивановна, пур йывăрлăха та Борис Петровичпа пĕрле пайлаççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ Емельяновсем чылай ĕçе çемйипе пурнăçлаççĕ. Хăйсен вăйĕ çитмен чухне пĕр тăванĕсем, кỹрши-арши пулăшать. Канашсем кирлĕ чухне "Малалла" ял хуçалăх эртелĕн агрономĕпе Н. Лукинпа тата ытти фермерсемпе сỹтсе явать.

Б. Емельянов 96 гектар çĕрпе ĕçлет, лаптăкăн пысăк пайĕнче тырă, ыттинче кишĕр, çĕр улми, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, вăрлăх сухан çитĕнтерет. Фермер ĕçне йĕркелесе янă чухне вăрлăх çине пит тимлĕх уйăрман пулсан халĕ пахалăхлисемпе çеç усă курма тăрăшать. Çитес çула валли пулас тухăçăн "амăшне" çителĕклех хатĕрленĕ, анчах çĕнетме татах Вăрнар тăрăхĕнченех туянма палăртнă.

- Хире тухсан - тракторпа сухалатăн-и е сеялка çинче тăрса пыратăн-и, е комбайнпа тырă выратăн-и - хама эпĕ хуçа пек туятăп. Иртен пуçласа каçчен ĕçлесе ывăнсан та чунра пĕрех лайăх. Калчасем ем-ешĕл шăтса тухни, сап-сарă пучахсем пуçĕсене çиле май уха-уха пуç тайни те маншăн телей тесе шухăшлатăп, - терĕ Б. Емельянов.

Фермер картиш тулли выльăх усрама та ỹркенмест. Витере паян виçĕ ĕне, 8 пуç вăкăр, сыснасем, чăх-чĕп пур. "Килти банк" темех пулать вĕсем пирки. Çур аки е вырма ирттермелле чухне юсав пайĕсем те, çунтармалли-сĕрмелли материал та кирлĕ. Самăртма хупнă "чĕлхесĕр янаварсене" сутса Емельяновсем яваплă тапхăрсене кĕске вăхăтра ирттерсе яраççĕ.

О. БЕЛЬДЕКОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика