РАЙОНТА çул çитмен ачисемшĕн алимент тỹлемен ашшĕ-амăшĕ сахал мар. Хăшĕсем çак тивĕçрен сĕмсĕррĕн пăрăнса, тарса çỹреççĕ. Çакăншăн вара саккун никама та пуçран шăлмасть. Акă, нумай пулмасть çеç суд район прокуратури 43 çулхи ашшĕ пирки кăларнă уголовлă ĕçĕн йышăнăвĕпе килĕшнĕ. Ăна РФ УКăн 157 статйин 1 пайĕпе (суд йышăнăвне пăхмасăр çул çитмен ачисемшĕн алимент тỹлемен- нишĕн) айăпланă. Çак пуçтах йĕрке хуралĕн сотрудникĕсем темиçе хутчен асăрхаттарнине пăхмасăрах çул çитмен икĕ хĕрĕшĕн алимент тỹлемен, ĕçе вырнаçнă пулин те пуçтарăнса кайнă 185 пин тенкĕ парăмне чакарма та шутламан. Патăрьел район сучĕ ăна айăплă тесе йышăннă, сакăр уйăх юсав ĕçĕнче ĕçлесе 5 процент шалăвне патшалăх тупăшĕ валли тытса пымалла тунă.
Ноябрь 2024 |