Çурхи ака-суха ĕçĕсем вĕçленнĕ, тĕрлĕ культурăна Çĕр-аннемĕр ытамне панă хыççăн кашни хуçалăхрах вĕсене ырă ĕмĕт-тĕллевпе, çухатусăр пăхса çитĕнтерме тăрăшаççĕ. Чĕпсене кĕркунне шутланă пекех, çĕртме сухи тунă хыççăн вара уй-хир ĕçне пĕтĕмлетеççĕ, пĕрлехи вăя хак параççĕ, уйрăм ĕç паттăрĕсене палăртаççĕ тата ытти те. Шăпах иртнĕ эрнекун, ноябрĕн 15-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленность ĕçченĕсене чысларĕç.
Уяв сĕмĕ урамранах сисĕнчĕ. Сарă, симĕс кавăнсен "аллейипе" утса тухнă хыççăн çынсем тỹрех ăнса пулнă ял хуçалăх продукцийĕн куравĕпе паллашма пултарчĕç. Культура çурчĕн иккĕмĕш хутĕнче йĕркеленĕ "Çăкăр тĕнчи" курав-презентаци те тĕлĕнтерчех пулĕ. Районта мĕн тĕрлĕ çăкăр-булка изделийĕ çеç пĕçермеççĕ-ши! Сĕтел çинчи çимĕçсем пĕринчен тепри илĕртỹллĕ.
Чыслав мероприятине район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чăваш Республин Пуçлăхĕн Ертỹçин çумĕ Валерий Филимонов, Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ Марина Загребаева, Чăваш Республикинчи предпринимательсен правине хỹтĕлекен уполномоченнăй Александр Рыбаков, "Росселхозцентрăн" Чăваш Республикинчи филиалĕн ертỹçи Николай Малов, Раççей Перекет банкĕн 8613 Чăваш уйрăмĕн управляющийĕн çумĕ Сергей Анисимов, районти обществăлла канаш членĕ, Улатăрпа Пăрачкав епархийĕн III округ благочиннăйĕ, Туçари Çветтуй Троица ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ Николай Марков протоиерей, республикăри мăсăльман тĕн управленийĕн ревизи комиссийĕн председателĕ Минсаид Валеев хутшăнчĕç, професси уявĕпе саламласа çитĕнỹсем сунчĕç. Çавăн пекех ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе депутатсем, ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсен ертỹçисем, агропромышленность комплексĕн ветеранĕсем тата ыттисем те уяв сумне ỹстерчĕç.
Кăçал районшăн ял хуçалăх çулĕ начар мар иртсе кайрĕ. Тыр-пул тухăçĕ иртнĕ çулхинчен те пысăкрах. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче те ỹсĕмсем курăмлă. Район экономикине тĕреклетме инвестици проекчĕсем пурнăçа кĕрсе пыни те савăнтарать. Уявра район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Виктор Львов ял хуçалăх çулталăкне пĕтĕмлетсе доклад туса пачĕ.
Шупашкартан килнĕ сумлă хăнасем Патăрьелсем çĕршыври апат-çимĕç программине тивĕçлĕ тỹпе хывнине, республикăра кăтартуллисен йышĕнче пулнине, Мускаври "Ылтăн кĕркунне" куравра район администрацийĕ кăçал та ылтăн медале тивĕçнине, фермер хуçалăхĕсене кирлĕ пек аталантарнине, хушма ĕç вырăнĕсем уçса пынине палăртрĕç. Сăмах май каласан, çак кунхине Татмăшри Эльвира Солдатова фермер хуçалăхĕнче 100 пуç ĕне-выльăх вырнаçакан çемье фермине уçрĕç (ỹкерчĕкре). Уявра хăйсен ĕçĕнче палăрнă чи хастар та пултаруллă ĕçченсене, коллективсене уйрăммăн чысларĕç, вĕсем тĕрлĕ шайри наградăсене тивĕçрĕç.
Çавăн пекех сумлă лару-тăрура Раççей Писателĕсен союзĕн членĕ, публицист, драматург Людмила Сачковăпа Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ Петр Самакин çырса хатĕрленĕ "Ты со мной, мое поле... Очерки о заслуженных агрономах и начальниках управления сельского хозяйства Батыревского района" кĕнекене те пахаларĕç (ỹкерчĕкре аялта).
Уяв кĕрекине пухăннисене районти централизациленĕ клуб системин купăсçисемпе солисчĕ- сем, халăх ансамблĕ "Евгения" тата "Биляр" ташă ушкăнĕ, "Пашьел" тата "Чемен" халăх ансамблĕсем, Патăрьелĕнчи халăх юрăпа ташă ансамблĕ хăйсен юрри-ташшипе савăнтарчĕç.
А. ЕГОРОВА
Ноябрь 2024 |