Шупашкаршăн сасăлар!

Категория: Публикации Опубликовано: 19.11.2019, 11:31 Просмотров: 278

"Раççей хули - наци суйлавĕ" ("Город России - национальный выбор") проект сайтĕнче Раççейри чи илĕртỹллĕ те пĕлтерĕшлĕ хулашăн сасăлав иртет. Вăл декабрĕн 30-мĕшĕччен пырать. Аса илтеретпĕр, 2013 çулта Шупашкар пĕрремĕш, 2018 çулта виççĕмĕш вырăн йышăннă.

Чăваш Енĕн кашни çыннин республика тĕп хулишĕн сасăлама май пур. IP-адрес урлă талăкне пĕр хутчен çеç сасăлама пулать. Сайтра регистрациленни кирлĕ мар. Хăвăн шухăшна çирĕплетес тесен сайтра ансат ỹкерчĕке çеç пуçтармалла, вара санăн сассуна шута илĕç.

А. НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика