РАЙОНТА юлашки вăхăтра старостăсен хастарлăхĕпе тата пуçарулăхĕпе ялсенче чылай тирпей-илем тăваççĕ: масарсене тасатаççĕ, урамсене тикĕслеççĕ, кĕперсене юсаççĕ тата ытти те. Халăх шаннă çынсем хăйсен тивĕçне чыслăн пурнăçлани савăнтарать. Çакнашкал пуçаруллă ĕçсенче депутатсен хастарлăхĕ те пысăк. Акă, Кĕçĕн Арапуçĕнчи Эльвира Краснова депутат тăрăшнипе "Зеленая" урамри путăк-шăтăк вырăнсене вак чул сарса тирпейленĕ. Çак ĕçе, паллах, ушкăн вăйĕпе пурнăçланă. А. Храмовăпа Николай ывăлĕ, А. Филиппова, М. Кириллова, Е. Федоров, А. Багрянцев ир пуçласа каçченех çул çинче тăрăшса ĕçленине çырса ячĕ А. Павлова "Авангард" хаçат редакцине. Ырă ĕç сăваплă та, сумлă та. Çак урамра пурăнакансем паян "халăх тарçине" чун-чĕререн тав тăваççĕ çеç.
Ноябрь 2024 |