Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫлĕ çул çӱревпе Мускавра пулнă май Раҫҫей Федерацийĕн транспорт министрĕ Евгений Дитрих йĕркелесе ирттернĕ ĕҫлĕ канашлăва тата «ЭРА-ГЛОНАСС: технологии для человека, бизнеса, государства» пленар ларăвне хутшăннă. Унта транспорт тытăмне цифра ҫине куҫарас, çул ҫинче хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерес ыйтусене хускатнă.
Михаил Игнатьев çак мероприятисене пĕтĕмлетсе ҫапла каланă: «2024 çулччен республикăра «Хăрушлăхсăр тата паха ҫулсем» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн сахал мар пысăк объекта пурнăҫа кĕртме тĕллев лартнă. Хальхи технологисене пăхăнса ĕçленĕ май çулсен пахалăхĕ çӱллĕ шайра, аварисен шучĕ те палăрмаллах чакса пырать. Ҫынсем ҫулсемпе кăмăллă пулни те куҫкĕретех, кун пирки вĕсем пĕрре мар ҫирĕплетсе калаҫҫĕ».
Сăмах май, регион Пуҫлăхĕ пысăк хăвăртлăхпа ҫӳреме май паракан «Европа - Западный Китай» магистраль пирки те чарăнса тăнă. Вăл Чăваш Ен территорийĕ урлă иртет. Унти трассăна сарнипе пĕрлех федераци шайĕнчи М7 тата А151 автоҫулсене те реконструкци тума пăхнă.
Ҫавăн пекех Михаил Игнатьев «Транспорт эрни – 2019» форумра Раççей Федерацийĕн транспорт министрĕпе Евгений Дитрихпа тĕл пулнă, 2024 çулччен республикăра транспорт инфратытăмне аталантарас тĕлĕшпе наци проекчĕсене пурнăçа кĕртес ыйтусене сӳтсе явнă.
А. Иванов
Общ-во
Ноябрь 2024 |