Анне кунĕ тĕлне – çĕнĕ çурта

Категория: Публикации Опубликовано: 26.11.2019, 15:31 Просмотров: 182

Сăкăтри Иванпа Тамара Чунчурскисемшĕн тата вĕсен ултă ачишĕн савăнăç иксĕлми. Пилĕк тата ытларах ачаллă çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтермелли программăпа килĕшÿллĕн вĕсене çак кунсенче çĕнĕ пÿрт çăра уççине панă. Объекта В. Краснов предприниматель хăпартнă, унăн лаптăкĕ - 144 тăваткал метр, хакĕ – тăватă млн тенкĕ ытла.

Çĕнĕ çурта  кĕнĕ  ятпа иртнĕ савăнăçлă мероприятире район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене  вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Чернова, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – строительство тата обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пайĕн начальникĕ Равиль Ямалетдинов, Сăкăт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Леонид Чернов, Чăваш Республикин строительство министерствин представителĕ Галина Андриянова йышлă ачаллă çемьене ырлăх-сывлăх, телей, пепкисене çĕршыва юрăхлă пăхса çитĕнтерме  суннă.

Т. Чунчурская çĕршыв, республика, район ертÿçисене хёйсене пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтернĕшĕн чун-чĕререн тав тунă.

Сăмах май, 2009 çултанпа районта çак программа пулăшăвĕпе 26 çемье çурт-йĕрлĕ пулнă.

А. Иванов

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика