Юлашки çулсенче Юхмапа Пăлă тăрăхĕнче тĕрлĕ çарта пулнисем хăйсен уявĕсене паллă тăвасси йăлана кĕчĕ. Хальхинче ракетчиксемпе артиллеристсем Патăрьелĕнчи "Арбатра" вырнаçнă палăк патне пуçтарăнчĕç.
Мероприятие Н. Нурсов ертсе пычĕ. Салтак-ветерансене уяв ячĕпе район администрацийĕн вĕрентỹ, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕн çумĕ Н. Анисимов, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Е. Семенов, Патăрьел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н. Ялуков, Раççей Федерацийĕнчи Хĕç-пăшаллă Вăйсен ветеранĕсен канашĕн председателĕ С. Шадиряков, ракета тата артиллери çарĕсен вырăнти организацийĕн председателĕ А. Сурнаев, "Морское братство - союз моряков" обществăлла организацин вырăнти уйрăмĕн председателĕ А. Казенов, "Пограничное братство" обществăлла организацин вырăнти уйрăмĕн председателĕ А. Быков, районти танкистсен пĕрлĕхĕн ертỹçи Н. Николаев тата ыттисем саламларĕç.
Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Е. Семенов çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас ĕçе хастар хутшăнакан артиллеристсемпе ракетчиксене юбилей медалĕсемпе Хисеп хучĕсем парса чысларĕ.
А. КАПИТОНОВА
Ноябрь 2024 |