Кăнтăрла - субботникре, каçхине - концертра

Категория: Публикации Опубликовано: 26.11.2019, 17:26 Просмотров: 204

Кĕрхи кунсем кĕске. Çавах ял халăхĕ темĕн тума та ĕлкĕрет. Татмăшра пурăнакансем пĕр шухăшлăн субботнике тухрĕç. Ку хутĕнче вĕсем масар çине тирпейлерĕç. Ĕçе Ю. Николаевпа Ю. Улангин йĕркелесе пычĕç. Кивĕ масар çинчи хăрнă йывăçсене касрĕç, вĕренесене тымарĕпех кăкларĕç. Д. Головин вĕсене турттарма транспортпа тивĕçтерчĕ.

Ялти культура çурчĕ çумĕнчи "Югель" ансамбль репетицисене пуçларĕ. Ятарлă çĕнĕ тумсем çĕлеттерни те сцена çине тухакансене хавхалану кỹрет.

Ушкăн Нăрваш Шăхалĕнче пулса хăйĕн пултарулăхне кăтартрĕ. Халĕ Комсомольски районне каясшăн. Коллектива музыка аппаратури çукки чăрмантарать. Вĕсем хĕл каçа хăйсен вăйĕпе ирттернĕ концертсенчен пухăннă укçапа ăна туянасшăн.

А. ИВАНОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика