Çĕнĕ Шупашкарти олимп резервĕсем хатĕрлекен 3-мĕш номерлĕ спорт шкулĕнче Чăваш Республикин патшалăх власть тытăмĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсен XYIII спартакиадин кĕркуннехи этапĕ иртнĕ.
Спорт мероприятине хутшăнакансене Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев, республикăри физкультурăпа спорт министрĕ Михаил Богаратов, Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Ольга Чепрасова ăнăçусем суннă.
Пухăннисем шывра ишессипе, волейбола выляссипе, дартс енĕпе ăмăртнă. Шывра ишессипе Патăрьел район командине çитекенни пулман, вĕсем пĕрремĕш вырăна тухнă.
А. Ильин
Ноябрь 2024 |