Клубĕ хăтлă, çутă, ăшă

Категория: Публикации Опубликовано: 29.11.2019, 09:58 Просмотров: 149

авăнпа пултарулăх сезонне уçма та кăмăллă пулчĕ кунта. Красномайски ялĕнчи çĕнетнĕ кану çуртне районта иртекен кăçалхи "Акатуй-Сабантуй" умĕн хута ячĕç. Юсав ĕçĕсене 4 млн тенкĕлĕх пурнăçларĕç.

"Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин РФ Федераци Пухăвне янă Çырура "Культура" наци программипе килĕшỹллĕн ялти клубсене тума тата çĕнетме пысăк укçа-тенкĕ уйăрма палăртнине пĕлтернĕччĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та çакна çирĕплетсех каланăччĕ. Вырăнти муниципалитет пулăшăвĕ те сисĕнчĕ",- тет клуб организаторĕ С. Мышова. Малалла Светлана Валерьяновна клуба вăхăтра хута яма пулăшнă çынсене - Л. Петровăна, А. Николаева, В. Сироткина, М. Сабируллина, Г. Изекеева, Н. Савинова - тата ыттисене те ырă кăмăлтан аса илчĕ. Г. Петрова вара уйрăммăн палăртса хăварчĕ.

Çĕнелнĕ клубра музыка аппаратурипе тенкелсене те çĕннисене курасшăн кунти ĕçченсем. Вĕсене туянма тата 260 пин тенкĕ укçа уйăрнине пĕлтерчĕç.

Ял халăхĕн канăвне май килнĕ таран йĕркелеме тăрăшаççĕ культорганизаторпа библиотека заведующийĕ. Мероприятисене яланах пĕрле ирттереççĕ. Календарьпе çыхăннă уявсем сахал мар халĕ. Юлашкинчен Ваттисен кунне паллă турĕç.

Куракансен кăмăлне çĕклеме "Хавас" ушкăн яланах хавас. Концертпа тĕрлĕ çĕре тухса çỹреме пĕртте ỹркенмеççĕ. Елчĕк районĕнчи Энтепе, Аслă Пăла Тимеш, Шăмалак, Шăмăршă районĕнчи ялсене тата ытти çĕре те çитнĕ. Тивĕçлĕ канăва тухнă Розалияпа Галина Кадушкинасем, Е. Иванова, Л. Муллина, В. Журавлева, Т. Наумова тата ыттисем пĕринчен те сиктермеççĕ. Хут купăспа вара Ю. Кадушкин вылять.

Шкул ачисене те явăçтараççĕ концертсене. Вĕсем аслисемпе пĕрле шỹтлĕ сценкăсем выляма та хутшăнаççĕ, сăвă вулама, ташлама ăста.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика