Шăнкăртам ял тăрăхĕнче ытти обществăлла организацисемпе пĕрлех аксакалсен канашĕ сахал мар ĕç тăвать. Çулланнă çынсен пĕрлĕхне Рауф Хафизов ертсе пырать. Кашни вĕренỹ çулĕ умĕн аксакалсен канашĕ тăрăшнипе тăлăх тата çурма тăлăх, йывăр шăпаллă çемьесенчи вĕренекенсене шкул тумне туянма укçа парса пулăшаççĕ. Унсăр пуçне ялта 80,85, 90, 95 çул тултаракан ватăсене чысласси те ырă йăлара.
Кăçалхи списокра та 26 ĕç ветеранĕ. Вĕсенчен пĕри -Памир Мудирович Салихов педагог-ветеран. Çак кунсенче хисеплĕ вĕрентекене 85 çул тултарнă ятпа Шăнкăртам ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Минсур Валитов, аксакалсен канашĕн председателĕ Рауф Хафизов, Имам-хатыб Рифкать Юнусов, Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкул дирекцийĕ, тăван-хурăнташĕ саламлама пуçтарăнчĕç.
Хăйĕн ĕмĕрĕнче пысăк ят-сум çĕнсе илнĕ педагог пирки нумай-нумай ырă та ăшă сăмах калама пулать. Учитель çемйинче çуралса воспитани илнĕ ветеран чăн малтанах пуян ăс-хакăлпа, анлă тавракурăмпа палăрса тăрать. Ашшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнĕ хыççăн амăшĕ виçĕ ачине пĕччен ỹстернĕ, çапах та чун тĕпренчĕкĕсене тĕрĕс çул çине тăратнă. Памир ача чухнех кĕнеке вулама юратнă, хăйĕн шухăшĕсене хут çине çыра-çыра хунă, историпе, паллă çынсемпе кăсăкланнă. Çамрăклах хăйне спортпа пиçĕхтернĕ, пушă вăхăта усăсăр ирттермен. Çак ырă енсем вара Памир Мудировича ĕмĕр тăршшĕпех пулăшса, çул уçса пынă.
Паян та вăл çулне кура мар общество пурнăçне хастар хутшăнать. Ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ, педагогика ĕçĕн ветеранĕ кĕнеке вуланипе çеç çырлахмасть, ял историйĕ, аталанăвĕ, паллă çынсем пирки вырăнти таврапĕлỹçĕ "Шыгырданы" кĕнеке те пичетлесе кăларнă. Ирĕклĕ вăхăтра вара кил-тĕрешре кăштăртатма, çулла сад-пахчара ĕçлеме кăмăллăть. Унсăр пуçне Памир абый шахматла выляма ăста. Ăс-тăна аталантаракан çак вăйăпа Чăваш Республикинче ял спортсменĕсем хушшинче йĕркеленĕ ăмăртура чемпион та пулнă, Патăрьел район команди йышĕнчне республика шайĕнче пĕрре мар хỹтĕлесе кубок çĕнсе илнĕ. Хисеплĕ ватă паян та ачисемпе, мăнукĕсемпе çемье "турнирне" ирттерет. Сăмах май каласан, вĕсем мăшăрĕпе пилĕк ача çуратса ỹстернĕ. Паянхи кун çичĕ мăнукĕ савăнтараççĕ. Телее, абыйăн юбилей кунĕнче Камил ывăлĕн çемйине ывăл хутшăннă! Çакă Салиховсемшĕн тепĕр пысăк савăнăç пулчĕ!
Ырă çыннăн çимĕçĕ те ырă, теççĕ ваттисем. Паян аслашшĕ мăнукĕсене те хăйĕн пек тĕрĕс çул суйласа илме çеç пиллет.
А. ЕГОРОВА
Ноябрь 2024 |