Коррупципе кĕрешес ĕçе йĕркелекен комиссин ларăвĕ иртнĕ
Правительство çуртĕнче Чăваш Республикинче коррупципе кĕрешес ĕçе йĕркелекен комиссин ларăвĕ иртнĕ. Ăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынă. Пĕчĕк тата вăтам предпринмательлĕхĕн субъекчĕсене патшалăх пулăшăвĕ кỹнĕ чухне коррупци сĕмĕллĕ преступленисене асăрхаттарас, тупса палăртас тата пĕтерес тĕлĕшпе мĕнле мерăсем йышăнаççĕ? Çакăн пирки ларура ЧР экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Инна Антонова каласа кăтартнă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра предпринимательсене патшалăх тĕрлĕ енлĕ пулăшу кỹрет, çав шутрах субсиди парса та. Финанс пулăшăвне тивĕçнисен ку укçа-тенкĕпе тĕллевлĕ усă курмалла, çакăн пирки отчет памалла. Субсидипе килĕшỹре палăртнă тĕллевсемпе усă курмасан ăна каялла тавăрса пама тивет. Михаил Игнатьев патшалăх пулăшăвне тивĕçекен предпринимательсен хăйсем çине илекен обязательствăсене вăхăтра пурнăçламаллине аса илтернĕ. Социаллă сфера органĕсемпе учрежденийĕсенче коррупципе кĕрешес ĕçе мĕнлерех йĕркеленипе ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов паллаштарнă.
Хăрушсăрлăха уяманни инкек кỹрет
Чăваш Ен Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче хăй тĕллĕн çỹрекен машинăсен тата техникăн юсавлăхне сăнаса тăракан патшалăх инспекцийĕн ертỹçи Сергей Вязовский инспекцин иртнĕ çулхи ĕçĕ çинчен отчет туса панă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, 2018 çулта республикăра инспекци сăнаса тăракан техника шучĕ 24187 единицăпа танлашнă. Кăçал - кăшт ытларах. Сергей Юрьевич трактор-комбайнăн 56 проценчĕ çеç техника тĕрĕслевĕнче пулни çинчен калани вара Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева сисчĕвлентернĕ. Тĕрĕслевре пулман техникăн пĕр пайĕпе тем тесен те усă кураççĕ. Çавна май инспекцие çав техника хуçисенчен çирĕпрех ыйтмалли пирки асăрхаттарнă. Çавăн пекех вăл мотоблоксемпе йĕрке тумалли пирки те тепĕр хут аса илтернĕ. Нумайăшĕн фарисем çук - çулсем çине çаплипех тухаççĕ. Хăрушсăрлăха уяманни инкек кỹрет - кăçал та çавнашкал икĕ тĕслĕх пулнă. Инспекци енчен тимлĕх, профилактика мерисем кирлех. Сергей Вязовский мерăсем йышăнма шантарнă.
90 ыйту йышăннă
Чăваш Республикин ĕç тăвакан власть органĕсем "тỹрĕ лини" йĕркелессине йăлана кĕртеççĕ. Ноябрĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов республикăра пурăнакансен ыйтăвĕсене хуравланă. Пурĕ 90 ыйту йышăннă. Çавăн пекех ĕнер ЧР культура министрĕпе Константин Яковлевпа "тỹрĕ лини" иртнĕ.
Ĕç тупма пулать
Инвалидсене ĕçе вырнаçтарас енĕпе пирĕн республикăра чылай ĕç тăваççĕ. Сывлăх енчен хавшак ĕçсĕр çынсем "Работа в России" портал урлă та ĕç шырама пултараççĕ. Çак сайтра инвалидсен килтен тухмасăрах хăйсене тивĕçтерекен ĕç тупма май пур.
Çынсен шалăвне - хăйĕн кĕсйине
Шупашкарти коммерци организацийĕн пуçлăхĕ пулнă çыннăн саккун умĕнче явап тытма тивĕ. РФ СКн Чăваш Енри следстви органĕсем, Мускав районĕн сучĕ çирĕплетнĕ тăрăх, çакă паллă: предприяти пуçлăхĕ тăватă ĕçчене шалусăр хăварнă. Унсăр пуçне патшалăх пулăшăвĕпе килĕшỹллĕн паракан субсидие хăйĕн кĕсйине чикнĕ. 2016 çулта вăл организаци ячĕпе халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрпа сусăрсене ĕçе вырнаçтармашкăн килĕшỹ тунă, анчах ăна пурнăçламан. Çапла майпа чее пуçлăх саккунсăр майпа 1 миллион та 200 пин тенкĕлĕх тупăш курнă.
Ноябрь 2024 |